Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕмĕр асăнмалăх

Ĕмĕр асăнмалăх

Мария Вастулова, нумай çул Аслă Елчĕк ял канашĕн тата Ленин ячĕллĕ колхозри профком председателĕ пулнă:

— Район 90 çул тултарни Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансене чылайăшне иртнине тепĕр хут аса илме хистет. Мана та, Аслă Елчĕкре ĕмĕр пурăннă тата ĕçленĕ çынна, çак пулăм тарăн шухăша ячĕ. Тỹрех аслă ăру, вăрçă хыççăнхи пурнăç куç умне тухрĕ. Совет Союзĕ, вĕçĕмсĕр пысăк çĕршыв, нимĕç фашисчĕсем аркатнă пиншер ял-хулана юсама, çĕнĕрен çĕклеме тытăнчĕ пулсан, Аслă Елчĕксем колхозлă ял хуçалăхне васкавлăн аталантарас енĕпе хавхаланса ĕçлерĕç.

Ун чухне хальхи пек хăватлă техника пулман, паллах. Апла пулин те халăх иртен пуçласа каçчен хиртен, фермăран таврăнма пĕлместчĕ. Кĕске вăхăтрах садпа пахча çимĕç туса илесси вăйланчĕ. Колхозра икĕ строительство бригади хĕлĕн-çăвĕн ĕçлетчĕç. Кĕске вăхăтрах кирпĕчпе бетонран тата йывăçран çĕнĕ ферма витисем, тырă тата пахча çимĕç усрамалли кĕлетсемпе складсем туса хута ячĕç. Колхоза питех те пуçаруллă, халăх чунтан хисеплекен тата юратакан Гурий Иванович Тябуков, строительство бригадисене вăрçă инваличĕ, хăрах урине фронтра çухатнă Михаил Тимофеевич Горшков тата Мефодий Иванович Молоствов пултаруллă ертсе пычĕç. 50-60-мĕш çулсенче (халĕ иртнĕ ĕмĕр тетпĕр ĕнтĕ) районта та, республикăра та пирĕн хуçалăх пек хăвăрт аталанаканнисем сайра пулнă пулĕ çав. Ахальтен мар вăл Совет Правительстви тата обществăлла организацисем çирĕплетнĕ «Совет влаçĕ 50 çул тултарнă ятпа социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн» ĕмĕр асăнмалăх панă Хĕрлĕ Ялава тивĕçрĕ. Çав калама çук чыслă парне паян кун та ял музейĕнче, çав çулсенчи аслă ăру — хальхи çамрăксен ашшĕ-амăшĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕсем — мĕн тери тăрăшуллă пулнине çирĕплетекен чи хаклă символ пулса упранать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code