Ĕлĕк чăваш ялĕсенчи çемьесем йышлă пулнă. Акчелĕнчи Егор Васильевичпа Елизавета Ильинична Смирновсем те çичĕ ача çуратса ÿстерсе çын тунă. Çемье пуçĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче те алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçнă, анчах вăрçă хирĕнчен таврăнайман.
Смирновсен ывăл-хĕрĕсем çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ. Хальхинче сăмахăмăр Алексей Егорович пирки пырĕ. Вăл 1921 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ачаранах ĕçе хăнăхса ÿснĕ, пĕлÿ патнелле туртăннă, кĕнеке вулама юратнă. Ку енсем унра сыхланса юлнă. Ĕçлемелле тата вĕренмелле, пĕлĕве яланах ÿстермелле – çаксем уншăн пурнăçра чи кирли пулнă.
Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн каччă, экзаменсене ăнăçлă тытса, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Анчах вĕренĕве часах татма тивнĕ: Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă. Ытти нумай студент пекех, вăл та алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хÿтĕлеме тăнă.
Пирĕн ентеш Кăнтăр Хĕвел анăç, Воронеж, Пĕрремĕш Украина, Тĕп, Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Аманнă. Лăпкă самантсенче алла кĕнеке е журнал тытнă, салтаксем хушшинче политинформацисем ирттернĕ, паттăрла ĕçсем тума хавхалантарнă.
1942 çулта Алексей Егоровича политработник пулма уйăрса лартнă. Комсорг, артиллери полкĕн пропагандисчĕн, батарея командирĕн политпай енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене вăл тăрăшса пурнăçланă. Çĕнтерÿ хыççăн Алексей Смирнов капитан 1947 çулччен Германире Совет çарĕсен ушкăнĕнчи артиллери бригадин политработникĕ.
Фронтовик малтан Елчĕкри вăтам шкулта истори предметне вĕрентнĕ, унтан Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мамири çичĕ çул вĕренмелли шкул директорĕ пулнă. Çăмăл пулман ăна: учительсем, кĕнекесем, ытти вĕренÿ хатĕрĕсем çитмен. Апла пулин те пĕрлехи вăйпа педагогсем йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. Унтан шкул директорĕ куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Корея çурутравĕнче вăрçă пуçлансан Алексей Егоровича тепĕр хутчен çара илнĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнче вăл икĕ çул хушши кадр офицерĕ пулса службăра тăнă. Ун хыççăн Канаш районĕнчи Шăхасанти вăтам шкулта 47 çул истори учителĕнче вăй хунă. Ватăлсан та ĕçсĕр ларман ветеран, Шăхасанти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне ертсе пынă, ял историне тĕпченĕ.
Пĕтĕм пурнăçне çамрăк ăрăва пĕлÿ, воспитани парас ĕçе халалланă ентешĕмĕрĕн ятне республикăри ветерансен Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Пропаганда ĕçне нумай çул хушши ăнăçлă туса пынăшăн Алексей Егоровича Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
«Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ», «РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем панă халăха вĕрентес ĕç отличникне. Унăн кăкăрне çапăçури паттăрлăхшăн тата ĕçри хастарлăхшăн панă 3 орденпа 20 ытла медаль илем кÿнĕ. Вăхăтĕнче Акчел чăвашĕн ырă ячĕ республикипех анлă сарăлнă.
Алексей Егорович 2011 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
В.НИКОЛАЕВ.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Смирнов /сулахайран иккĕмĕш/ çемйипе тата тăванĕсемпе пĕрле /1958 çул/