Пĕтĕм тĕнчери социологсемпе психологсем пĕр шухăшлă пулса: «Кĕнеке вулани çеç çыннăн интеллектне аталантарма май парать», – теççĕ. Вĕсем асăрханă тăрăх, вулакан çын кирлĕ шухăшсене хăвăртрах йĕркелесе пĕтĕмлетме пултарать, тавлашу ыйтăвĕсене лайăхрах, туллинрех татса парать, унăн калаçăвĕ те тикĕсрех, ĕçĕсем те ăнăçлăрах.
Урăхла каласан, кĕнеке вулани этеме пысăк ăс-тăнлă, анлă пĕлÿллĕ, обществăна усăллă, социаллă пархатарлă çын пулма пулăшать. Çапла, кĕнеке вулама юратман çын та паян хăйне евĕр телейлĕ, пуян пулма пултарать пулсан та, патшалăха вулакан çынсем кирлĕ. Вуласа ăс-хакăла аталантарнисем çеç патшалăхшăн мĕн пур енĕпе аталанса пыракан тĕллевсене тĕнче шайне çĕклеме май парĕç, ытти çĕршывсен хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнма пулăшĕç. Çавăнпа та чи кирлĕ тĕллевсенчен пĕри – халăха нумайтарах кĕнеке вулама майсем туса парасси, çав туртăма аталантарса сарăлма пулăшасси.
Çук, халăх пачах вуламасть тесе калани тĕрĕс пулмĕ. Библиотекăна ял çыннисем аванах çÿреççĕ. Шкул ачисем те час-часах кĕрсе тухаççĕ. Кĕнекесĕр пĕлÿ илме май çуккине пурте ăнланатпăр. Ученăйсем палăртнă тăрăх, илемлĕ литература вуламан çыннăн пуç мимийĕ ытларах сулахай çур чăмăрĕ /информаци çеç илме пултаракан енĕ/ аталанать имĕш. Сылтăм енчи пуç мимийĕ вара /çыннăн ăс туйăмĕсене тытса тăраканни/ пачах аталанма пăрахать. Çавăнпа та хамăр сисмесĕрех, пĕр илемлĕ самантра пирĕн халăх çур пуç мимиллĕ пулса тăма пултарать иккен.
Информаци, информаци… Ăçта пулĕç-ши пирĕн çут çанталăк илемĕпе киленме пĕлекен, чĕререн юратма хистекен, творчествăна аталантарма пулăшакан туйăмсем; Акă мĕн патне илсе çитерет «чуна валли» кĕнеке вулама вăхăт тупманни. Вулакан наци вулакан ачаран пуçланать.
Раççейри ача-пăча вулавăшсем юлашки çулсенче 10-15 çулсенчи вĕренекенсем хушшинче ирттернĕ тĕпчевсем çакна палăртнă: кĕнеке вулама юратни паян пархатарлă кăна мар, кĕнеке вулама юратакансенчен тантăшĕсем тăрăхласа кулаççĕ те иккен. Ачана кĕнеке вулама чарса тăракан чăрмавсем паян йĕри-таврах. Çапах та ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен ачасене мĕн пĕчĕкрен кĕнекесемпе туслашма хăнăхтармалла, хамăрăн чи малтан тĕслĕх кăтартмалла.
Кĕнеке пĕлÿ çăлкуçĕ, чун çăкăрĕ, сиплев утравĕ. Тем тесен те пирĕн кашнийĕн унăн чи çывăх тусĕ пулмалла. Кĕнеке вуласа ырра та вĕренесчĕ…
Венера УСАНОВА,
Шăмалак ялĕнчи библиотека заведующийĕ.