Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăлли çине куçатпăр

Цифрăлли çине куçатпăр

2019 çулхи январь уйăхĕччен çĕршывăн пĕтĕм кĕтесĕнче пурăнакан халăх патне тÿлевсĕр цифрăллă хыпарлав çитет.

Çапла вара патшалăх хăй çине илнĕ пĕтĕм обязательствăна пурнăçланă теме юрать: вăл çĕршыв çĕнĕ формат çине ăнăçлă куçтăр тесе тĕп тăкаксене саплаштарнă. Паянхи кун тĕлне Раççейре цифрăллă эфир телекуравĕн инфратытăмне туса хурас енĕпе тĕнчери чи пысăк калăпăшлă программăна пурнăçа кĕртнĕ: 10 пине яхăн передатчик, 5 пин ытла объект тунă, çав шутран 3600-ĕшне – çĕнĕрен. 2009-2017 çулсенче кунсерен вăтамран пĕрремĕш мультиплексăн 1,7 передатчикне ĕçе кĕртнĕ.

Ятарлă программа пурнăçланма тытăннă вăхăтра, 2009 çулта, çĕршыври халăхăн 44 проценчĕ тăватă каналтан ытла пăхайман, 25 проценчĕ – 1-2 телеканал çеç. Цифра çине куçнăранпа пирĕн граждансен 98,4 проценчĕ 20 телеканалпа, 3 радиоканалпа тÿлевсĕрех усă кураять – цифрăллă пахалăхпа. Урăхла каласан, каналсен шучĕ тÿлевлĕ пакетсенчи чухлех. Халăхăн юлнă 1,6 процентне те, цифрăллă сигнал çитеймен вырăнсенче пурăнакансене, 20 телеканала цифрăллă пахалăхпа пăхма спутник хыпарлавĕ урлă майсем туса параççĕ.

Пур çĕрте те цифра çине куçни информаци танмарлăхне пĕтерме, пĕтĕм халăха федерацин пĕрлехи телекурав стандарчĕпе усă курма май парать. Инçетри тата пысăках мар ялсенче пурăнакансем уйрăмах савăнаççĕ, мĕншĕн тесен каналсен шучĕ темиçе хут ÿсет.

Цифрăллă эфир телекуравĕ икĕ мультиплексран тăрать. Пĕрремĕш мультиплекса Пĕтĕм Раççейри пурте курма пултаракан 10 телеканал кĕрет: «Пĕрремĕш канал», «Россия 1», «Матч ТВ», НТВ, «Петербург-5 канал», «Россия-Культура», «Россия-24», «Карусель», ОТР, «ТВ ЦЕНТР-Москва» тата 3 радиоканал /«Вести ФМ», «Радио России», «Радио Маяк»/. Иккĕмĕш мультиплекса тепĕр 10 канал кĕрет: /«РЕН ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз-ТВ», «ТВ-3»/.

Телекуравçăсенчен нумайăшĕ «цифра» çине куçнă чухне нимĕнле улшăну та туймасть, мĕншĕн тесен халех цифрăллă пахалăхпа телекурав пăхать. Çав хушăрах регионсенчи телеканалсене малтанхи пекех аналоглă форматпа пăхма пулать: çак тĕллевпе цифрăллă приставкăри тивĕçлĕ кнопкăна куçармалла çеç. Цифрăллă эфир телекуравĕн сетьне тăвассипе çыхăннă проект Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланса пырать.

Цифрăллă телевидени çине куçнă май сиксе тухакан ыйтусене граждансем смотрицифру.рф сайтра тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ. Çавăн пекех РТРС регионти филиалĕсенчи консультаци центрĕн хĕрÿ линийĕпе 8-800-220-20-02 телефонпа ыйтса пĕлме майсем пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code