«Хăй пурăннă чух атте – Елчĕкре çуралса ÿснĕ тата унтах пурăннă Алексей Иванович Иванов ветеран-фронтовик хăйне вăрçă вăхăтĕнче ытти орденсемпе, медальсемпе пĕрле Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланине, анчах та ăна илейменни пирки час-час калатчĕ. Анчах та 62 çул иртсен Хĕрлĕ Çăлтăр орден хăйĕн хуçине тупрĕ – атте ячĕпе района награда хучĕ килчĕ. Шел пулин те, вăл вăхăтра унăн чĕри тапма чарăннăччĕ ĕнтĕ – вăл 4 çул каялла ку тĕнчерен кайнăччĕ», – çапла каласа пачĕ çак кунсенче редакцинче пулнă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Людмила Горшкова ашшĕ пирки.
– Эпир унăн портретне йăтса майăн 9-мĕшĕнче çулсеренех иртекен «Вилĕмĕср полк» акцие хутшăнатпăр. Иртнĕ çул вара пандемие пула çак акци онлайн мелĕпе иртрĕ. Унта та хутшăнма май тупрăмăр, аттен сăнне ыттисен ретĕнче курсан савăнтăмăр. Акци кăçал та çак мелпех иртет, унта та хутшăнас кăмăллă, – тăсать вăл малалла сăмахĕсене. – Пирĕн атте 1939 çулта çар ретне тăнă. Амур хĕрринчи Комсомольск хулинче артиллерист пулнă. Вăл хĕсметре тăнă чух вăрçă пуçланнă. Çурçĕр Хĕвел анăç фрончĕн 116-мĕш ятарлă стрелок батальонне лекет. Каярах Ленинград фрончĕн 224-мĕш дивизийĕн 11-мĕш артиллери полкĕн йышĕнче Ленинграда хÿтĕлеме хутшăнать. 900 кун хушшинче хула çывăхĕнчи тăшманпа çапăçнă совет салтакĕсене пĕрре те çăмăл пулман. Аттене кунта разведчик пулма çирĕплетеççĕ. Тăшман тылĕнче пулса Елчĕк каччи ушкăнри ытти салтаксемпе пĕрле сахал мар кирлĕ информаци пухать, 1943 çулта «Чи лайăх разведчик» паллăна тивĕçет. Кĕçех вара Ленинграда хÿтĕленĕшĕн медальпе наградăлаççĕ. Алексей Иванович кайран разведчиксен ротин отделени командирĕ пулнă. 1942 тата 1943 çулсенче вăл йывăр аманать. Блокадăна сирнĕ хыççăн ăна суранĕсем çăмăлах маррине кура Таллинти пехота училищине çамрăк курсантсене вĕрентме яраççĕ. Çав вăхăтрах вăл, 1944 çул пуçламăшĕнче, III степень Мухтав орденне тивĕçет. «Хăюлăхшăн» медаль те илемлетет унăн кăкăрне. Вăрçă хыççăн I степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе наградăланă. Аслă сержант яла таврăнсан аннепе Елизавета Васильевнăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕлет. Пире, икĕ ачине – Людмилăпа Виталие кун çути парнелесе ÿстернĕ.
Хĕрлĕ Çăлтăр орденне аннене Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнĕ тĕле пачĕç. Мĕншĕн тÿрех тупайман-ха орден хуçине? Çапларах ăнлантарчĕç пире. Елчĕк каччин вăрçă çулĕсем çапăçусенче тата госпитальсенче черетленнĕ. Сывалнă-сывалман кашнинчех малти линие – çапăçакан рете тăнă салтак. Госпитальсем хыççăн хăй малтан службăра тăнă подразделение мар – пачах урăх чаçсене лекнĕ. Çавна пулах орден 62 çултан тин çаврăнса çитнĕ.
/Хамăр корр./.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Ивановăн портречĕ – Арсений кĕçĕн мăнукĕн аллинче.