Майăн 17-21-мĕшĕсенче районта «Условник» операци иртнĕ.
Операци вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи полици пайĕн, Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Патăрьелĕнчи инспекцин районти сотрудникĕсем условнăй майпа айăпланнă граждансен /26-ăн вĕсем/ килĕсенче пулнă, айăпçăсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă.