Илья Иванович Левый 1936 çулта Хăвăлçырма ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн Тĕрлемесри бухгалтерсем хатĕрлекен шкултан, каярах Мускаври ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1958 çулта ăна Хăвăлçырмари Калинин ячĕллĕ колхозра бухгалтер тивĕçне шанаççĕ. Хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе, ÿсĕм картлашкипе хăпарса пырса вăл колхоз председателĕ таран çитнĕ – «Знамя» колхоза 15 çул ертсе пынă. 1989-1997 çулсенче Чăваш перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмĕн управляющийĕнче тăрăшнă. Ĕçре тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн нумай ырă ят, Хисеп хутне тивĕçнĕ. «Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятсене, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тата нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ Илья Иванович. Чи хакли тата хисепли вара уншăн – халăх ăна шанни.
Ĕмĕрĕпех общество ĕçĕнче та хастар пулнă Илья Иванович хальхи вăхăтра ялти ветерансен канашĕн председателĕн тилхепине тытса пырать. Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи вăл, «Елчĕк ен» хаçатăн çывăх тусĕ. Чылай çул вулакана хăйĕн тĕрлĕ жанрлă статйисемпе паллаштарнă.
Çынна унăн ĕçĕсемпе, хăйне çемьере тата халăх хушшинче мĕнле тытнине кура хаклаççĕ. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пурăнакан Илья Иванович Левый çак кунсенче 85 çул тултарчĕ. Çавна май пирĕн хисеплĕ ватăпа тĕл пулса калаçма сăлтав пулчĕ. Ĕмĕрĕпех ертÿçĕ тилхепине тытса пынă, хуçалăхшăн тата çынсемшĕн яланах яваплăха туйса пурăннă ватă паян мĕнле пурăнни, унăн кулленхи пурнăçĕ мĕнлерех шуни вулаканшăн та кăсăклă.
Ĕç ветеранĕн кил-çурчĕ умне чарăнсанах кунта тирпейлĕ, хуçалăха çирĕп тытса пыракан çынсем пурăнни тÿрех куç тĕлне пулчĕ. Çурт умĕнчи пахча пире илемлĕ чечексемпе, тĕрлĕ йывăç-тĕмпе кĕтсе илчĕ. Картишĕнче те, пÿртре те хăтлă, йăлт çыпăçуллă.
– Пăятам паянхи кун та улма-çырла, пахча çимĕç ÿстерес ĕçре харсăр. Çулне кура мар вашават вăл, çырласене йăлтах хăй пуçтарса кĕчĕ кăçал та. Хăяр-помидор туса илес ĕçе уйрăмах хăйĕн яваплăхĕ вырăнне хурать. Çамрăксем утă-улăм хатĕрленĕ чух та вĕсене пулăшма ăнтăлать. Пыл хурчĕсене те хăй пăхать, – кăмăллăн калаçрĕ пире пÿрте кĕме чĕннĕ май кил хуçин кинĕ Нина Аркадьевна. Уяв кĕрекине ачисемпе мăнукĕсем килсе çитнĕччĕ. Çывăх çыннине вĕсем чун-чĕререн саламланă май Интернетпа çыхăнма май паракан пысăк телевизор парнелерĕç.
– Атте саманапа тан утать. Хăйне аслă çулта тесе тăмасть вăл, паянхи технологине çăмăллăн парăнтарса пырать. Интернет уçлăхĕ те ют мар уншăн. Иртнĕ çул планшет парнеленĕччĕ те, халĕ çутăшăн тата газшăн, çÿп-çапа турттарнăшăн, ыттишĕн тивекен тÿлевсемпе килтен тухмасăрах татăлса пырать. Çак телевизор унăн тавра курăмне тата та анлăлатма пулăштăр, – теççĕ ачисем.
Сăмах май, çывăх çыннине хушăран путевка парнелесе санатори-курорта канма та май тупса параççĕ вĕсем.
– Пуçа пĕрмай ĕçлеттермелле. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен» – каларăша тĕпе хурса ăс-тăна çеç мар, астăвăма та çулсерен çивĕчлетсе пыма тăрăшатăп. Шкул вăхăтĕнче эпĕ нимĕç чĕлхи вĕреннĕ, халĕ ватлăхра акăлчан чĕлхине алла илме пуçăнтăм, Интернет урлă электронлă кĕнекесемпе дисксене çырăнса илтĕм. Пултарулăха тĕрĕслес тĕллевпе шкулта вĕреннĕ чух Максим мăнукăн акăлчан предмечĕпе паракан тексчĕсене куçарма та хутшăнтăм, – тет калаçу темине малалла тăсса Илья Иванович.
Шахмат вăййине те кăмăллать ватă. Ку енĕпе вăл «çемье чемпионĕ» ята чылай çул тивĕçлĕ тытса пырать – вăйăра хальлĕхе пĕри те çĕнтереймен-ха ăна.
Сăвăсем те ăсталать 8 теçетке çула хыçа хăварнăскер. Ытларах этемĕн шалти чунне, пурнăç çулне сăнарлать вăл хайлавĕсенче.
«Юбилей» ятпа çырăннă сăввинче утса тухнă кун-çулне çапларах пĕтĕмлетет:
– Манăн паян – юбилей, маншăн чи пысăк телей.
Эп сакăр вун пиллĕкре – тăратăп кĕрекере.
Телейлĕ-ши эп паян; Ыйтатăп хамран ялан.
Пытармасăрах калатăп – савăнса эпĕ пурăнатăп.
Ÿпкев çук пурнăçăма. Тав тăватăп шăпана.
Эп пуян-ши пурнăçра; Мул пысăк-и арчара;
Савăнса çапла калатăп, кăкăра та каçăртатăп,
Пуянлăх ман – çемьере, манăн мул – ачасенче.
Ячĕ-сумĕ пур пулсан, ял çинче ыр ят юлсан –
Ахаль килмен çĕр çине. Йăха тăснă ĕмĕре.
Левыйсен çемйипе, ачисемпе, мăнукĕсемпе, чăн та, савăнмалăх пур. Илья Иванович мăшăрĕпе Елизавета Федоровнăпа 50 çул ытла пĕрле тату пурăннă, савăнăç-хуйхине те пĕрле пайланă, пĕр-пĕриншĕн ĕмĕр тăршшĕпе çирĕп тĕрек пулнă. Туслă мăшăр 4 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă: Владимир, Альбина, Елена, Александр. Асли Владимир строительство техникумĕнчен вĕренсе тухса пурнăçне çурт-йĕр, ытти обьект тăвас ĕçпе çыхăнтарнă, прораб пулса тăрăшнă. Çемйипе Шупашкарта пурăнать. Виçĕ ачи вара пурте ялта тымар янă. Альбина зоотехник профессине, Елена медицина пĕлĕвĕ илнĕ, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Хĕрĕсем пĕр ял каччисемпе пĕрлешсе çемье çавăрнă – ашшĕ-амăшĕн çуртĕнчен инçех мар пурăнаççĕ.
Ĕç ветеранĕ паянхи кун Александр ывăлĕн çемйипе кун кунлать. Александр Ильич маларах Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра, каярах Чулхулари милици шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Çарта пулнă хыççăн Хăвăлçырма шкулĕнче вĕрентекенре, унтан 22 çул районти шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă отставкăри майор. Чи малтанах çула çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă ăна, тăрăшуллă ĕçне тата пысăк яваплăхне кура штаб начальникĕ таран ÿснĕ. Унăн мăшăрĕ Нина Аркадьевна пурнăçне ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе халалланă. Маларах Хăвăлçырма, качча тухнă хыççăн Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хунă. Мăшăр 2 ывăл çитĕнтернĕ.
Илья Левый хальхи вăхăтра 10 мăнукĕпе тата 10 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Шел пулин те, мăшăрĕ 6 çул каялла пурнăçран уйрăлнă.
Хăнăхнă йăлапа кашни кунах пуринчен ир вăранать ĕç ветеранĕ. Кил-картишне тухса выльăхсене пăхать, хуçалăхри тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тимлет. Кулленхи ĕç-хĕле планласси, ума тĕллевсем лартса вĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пырасси, кайран пĕтĕмлетесси халĕ те упранать унра. Каланине пурнăçлакан, панă сăмаха тытакан, пăхăнса ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтакан ертÿçĕ пулнă-çке вăл ĕмĕрĕпех. Вăл тăрăшнипех вырăнти тата ытти ялсенче хуçалăхсен правлени çурчĕсем, социаллă тытăмри çуртсем, çул-йĕр, плотинасем тата ытти объектсем хута кайнине таврари халăх лайăх пĕлет. Вăл ыттисене пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парассине те мала хунă. Илья Ивановичăн пурнăçĕ пирки тĕплĕн çутатса парас тесен темиçе кĕнеке çырмалла. Çырăннă та вăл. Пурнăçне халăх хушшинче ирттернĕ таврапĕлÿçĕ ял тата унăн çыннисене, ял тăрăхĕнчи пурнăçа, колхозсемпе ĕçченĕсене халалласа виçĕ кĕнеке («Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи колхозсем», икĕ ярăмпа «Ял тымарĕ») кăларнă. Вĕсене вуланă май авторăн пурнăçĕ те куç умне ал тупанĕ çинчи евĕр тухса тăрать. Ĕмĕрĕпех ыттисемшĕн яваплăха туйма хăнăхнăскер ачисене, мăнукĕсене ырă канаш-сĕнÿпе пулăшсах тăрать.
– Çирĕп кăмăллă, пĕр вăхăтрах пысăк çынлăхлă эсир. Мĕнрен килет этемлĕхĕн çак паха енĕсене упраса хăварасси? – ыйтатăп ăслă, ят-сумлă, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле сăпайлă ватăран.
– Вăрçă çулĕсенчи, ун хыççăнхи çăмăл мар пурнăç, хуйхă-асап вăл вăхăтри кашни çыннăн характерне çирĕплетрĕ пулĕ. Аттене – Иван Федорович Левыя вăрçа илсе кайрĕç. Чирлĕ анне – Татьяна Ивановна – 4 ачапа (аслă аппа 11 çулта, вăталăххи – саккăрта, эпĕ – улттăра, шăллăм – виççĕре) тăрса юлчĕ. Йывăр ĕç мĕн пур ача çине тиенчĕ. Аттене вăрçăран кĕтсе илеймерĕмĕр, анне пурнăçран ир уйрăлса пире хăр тăлăха хăварчĕ. Пурнăç çулĕнче ман тĕлте ырă çынсем пулсах пычĕç. Ура çине тăма пулăшнă çынсене мĕн ĕмĕрĕпех эпĕ ырăпа аса илсе тав туса пурăнтăм, кашнинчех мĕн те пулин çĕннине, ыррине вĕренме тăрăшрăм. Анне вилсен пирĕншĕн Нина аппа аттепе анне вырăнне юлчĕ. Аннен аппăшĕ Саша аппа пулăшу аллине тăсрĕ. Çавăн пекех Хăвлăçырма шкулĕн директорĕ Н.А.Ястребова, истори учителĕ (кайран шкул директорĕ) О.А.Сазонов, колхоз председателĕ пулнă А.А.Купташкин тата ыттисем пуррипех сумлă çынсен шутне кĕтĕм. Анне ачисене çитерме çукран хуçалăх ертÿçи патне кайсан унăн тимсĕрлĕхне пула пĕрре анчах мар пушă алăпа таврăнатчĕ. Кайран ертÿçĕ пулсан çак тĕслĕхе тăтăшах асра тытса эпĕ хам патне нушапа килекене яланах пулăшма тăрăшаттăмччĕ. Начальник пысăк е пĕчĕк – вырăнĕ мар, çынпа çын пек пулни, ăна ăнланма тата пулăшма тăрăшни паха. Унăн вырăнĕ вăхăтлăх анчах, халăх сумĕ вара ĕмĕрех. Ăна нимĕнпе те улăштараймăн, – тет шухăша путнă май Илья Иванович.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Илья Левый.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Илья Левый.