Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ чыслă та пархатарлă. Ачана пурнăç парнелеççĕ вĕсем. Çапах та тĕпренчĕк çут тĕнчене килнипех лăпланайăн-и? Ăна кирлĕ пек пăхса ÿстермелле. Пурнăçра çакă пĕлтерĕшлĕ.
Ача лайăх аталанса ÿстĕр, сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе пурте тăрăшаççĕ-ха. Анчах та пурнăçра ырă мар пулăмсем те тĕл пулаççĕ. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕн асăрханусăрлăхне пула инкек сиксе тухма та пултарать.
Сăмахран, пĕчĕк ача амăшĕ çителĕклĕ таран çывăраймасть, ывăнать, хушăран хăйне япăх та туйма пултарать, хăшĕ-пĕрин пулăшакан та çук. Пепкесен ашшĕсем ытларах инçетре ĕçлеççĕ-çке. Ун пек чухне сиксе тухма пултарать те ырă мар пулăм. Амăшĕ пепкинчен кăшт кăна пăрăннă, урăх ĕçсемпе аппаланнипе тимлĕхĕ чакнă вăхăтра ача ÿкме, хăй çине вĕри шыв тăкма пултарасси куç кĕрет. Çавăн пекех пĕчĕкçĕ ывăл-хĕр амăшĕн кăкăрĕ, кĕлетки айне лекме пултарни те вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕпренчĕкĕпе яланах сыхă пулмалла.
Пысăк «опытлă» амăшĕсем ачапа пĕр кравать çинче çывăрма сĕнеççĕ. Капла кăкăр çитерекен амăшне çывăрма меллĕ, ачашăн та лайăх-мĕн. Тухтăрсен вара хăйсен опычĕ. Вăл та чылай çул ĕçлесе пухнă паха опыт. Тин кăна çут тĕнчене килнĕскере юнашар вырттарни хăрушлăх кăларса тăратать. Тутлă ыйха путнă амăшĕн айне пулнă ачана пăчăхса вилме темиçе минут кăна кирлĕ. Çавăнпа та тĕпренчĕкĕн краватьне амăшĕпе юнашар лартни шанчăклăрах, çывăх çыннăн алли ачи патне çитме пултартăр.
Пепкене кăкăр çитернĕ чухне те тимлĕхе çухатмалла мар. Калăпăр, амăшĕ çывăрса кайнă-и е карас телефонĕпе калаçать – тимлĕхсĕр юлнă пепкен сăмси амăшĕн кăкăрĕпе хупланма пултарать. Инкек хăрушлăхĕ юнашарах çÿрет ку чухне.
Диван çинчи пепке те хăрушлăхсăр мар. Амăшĕ унăн кĕпи-йĕмне е кипкине илме тăнă-и – ача урайне ÿксе аманма пултарать. Пĕр уйăхри вырăнтах выртать тейĕпĕр, виçĕ-тăватă уйăхрисемпе вара, упаленме тытăннисемпе, шикленмеллех.
Хăш-пĕр çамрăк амăшĕ ачисене шыва кĕртесрен, путасран хăраççĕ. Чăннипех та çăвăнтарнă чухне те тимлĕхе çухатмалла мар. Пĕчĕккине çăвăнтарнă чухне амăшĕн айккинелле пăрăнма юрамастех. Ăна аслăрах ачисене пăхма шанни те шиклĕх çуратать. Сăмахран, виçĕ çулхи ача шăллĕне е йăмăкне ваннăри шывра путассинчен епле хăтарма пултартăр-ха;
Мунча кĕни, паллах, усăллă, анчах пĕчĕккисем валли мар. Чи малтанах унăн терморегуляци йĕркеллех мар, çавна май пепке ÿчĕ хăвăрт вĕриленет. Пĕчĕкскерсем мунчара пиçсе кайнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ.
Утса çÿреме пуçланă пепке туалета кайса унитазри шыва ĕçни пысăк инкекех мар тейĕпĕр. Кунти савăтри çумалли хатĕре тутанса пăхни вара уншăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Эмелсене те ачасем илмелле мар вырăнта упрасчĕ…
Н.АФАНАСЬЕВА,
педиатр.