Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăмăртусем юратăва тата çирĕплетеççĕ

Ăмăртусем юратăва тата çирĕплетеççĕ

Дениспа Елена Портновсене спортпа интересленекенсем кăна мар, ыттисем те лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Спортпа туслă çемье канмалли кунсенче килте лармасть. Тăтăшах район, республика шайĕнчи ăмăртусене хастар хутшăнать, яланах пысăк ÿсĕмсемпе палăрать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем тĕрлĕ енлĕ спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Республикăри çуллахи XX ял спорчĕн вăййисенче вĕсем пĕрремĕш пулнă. Елена Николаевна армрестлингпа Раççей спорт мастерĕ. Çав вăхăтрах Елчĕк ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен волейбол командине ертсе пырать, çуран чупма кăмăллать, теннисла ăста вылять. Денис Владимирович республикăри йывăр атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ. Штанга йăтнисĕр пуçне хоккейла, футболла выляма маçтăр. Ÿт-пĕве пиçĕхтерессине мала хуракан çемьепе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ятарласа вĕсем патне çитрĕмĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕ шăпах отпускра. «Спорт – пурнăç йĕрки» девизпа пурăнакансем çу кунĕсене мĕнлерех ирттереççĕ-ха?

Портновсем Елчĕкри Çĕнĕ урамра пурăнаççĕ. Хуçасем каланă çурта шыраса тупма йывăрах мар. Шăкăрин лараççĕ çÿллĕ те капмар çуртсем ку касра. Вĕсенчен пĕри – паллă спортсменсен. Çамрăк мăшăр 10 çул каялла кунта пысăках мар çурт туяннă та халĕ ăна хăйсен вăйĕпе, тăрăшулăхĕпе хăтлă кермене çавăрнă. Урамри пахчаранах курăнать: кил хуçисем тимĕр решеткисене те чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Мăн асаннесен авалхи ал ĕç пĕлтерĕшне Денис лайăх пĕлет. Мĕншĕн тесен чăвашлăха мала хураканскер решеткесене ăсталиччен кашни тĕрĕ палли мĕне пĕлтернине тĕплĕн вуласа тишкернĕ, хăйсемшĕн чи пĕлтерĕшлисене ÿкерсе илнĕ. Тÿрех палăртам, çамрăк арçын чăваш тумĕпе те, апат-çимĕçĕпе те кăсăкланать.

Умри пахчара кăна мар, картишĕнче те, хыçалти пахчара та тĕрлĕ тĕслĕ çеçке çурнă кĕлчечексем илем кÿреççĕ. Хуçасен типтерлĕхĕ кăмăл-туйăма çĕклет. Акă, тем вăрăмăш беседкăра хĕрлĕ кирпĕчрен ăсталанă кăмака та вырнаçтарнă. Тăван-хурăнташсемпе, тус-юлташсемпе тĕл пулса калаçса ларса сиплĕ чей ĕçнĕ май кунтах алă вăйĕ виçсе илме пултараççĕ. Уçă сывлăшра турник çинче туртăнма та, ытти хусканусем тума та майсем çителĕклĕ.

Картишĕн тепĕр енче хăйне евĕрлĕ картасем тытса çавăрнă. Кунта çывăх тусĕсем – вĕшле йытăсем. Вĕсем уçăлма тухакан вырăн тап-таса. Пур çĕрте те хуçан çирĕп аллисем курăнаççĕ.

Пÿртелле иртнĕ май çамрăксем XXI ĕмĕрĕн чаплă та çирĕп, пуян хуçисем пулнине ĕненетĕн. Çуртăн пĕрремĕш хутĕнче кухньăпа столовăй, çывăрмалли пÿлĕмсем, зал, душевой вырнаçнă. Иккĕмĕшĕнче ачасен пÿлĕмĕсем, кану кĕтесĕ. Самай пысăк вĕсем. Давид хăйĕн пÿлĕмĕнчи вĕренÿ шкафне çемьепе, хăй çĕнсе илнĕ кубоксемпе, дипломсемпе, Мухтав хучĕсемпе илемлетнĕ. Шкулти кашни линейкăрах мухтакан Давидăн медальсен шучĕ те çук. 5 çулта чухнех ашшĕпе амăшĕнчен юлманскер, пĕр кунта икĕ ăмăртăва хутшăнни те пĕрре мар пулнă. Хоккейла, футболла вылянипе пĕрлех йывăр атлетикăпа та пысăк кăтартусем тăвать пиллĕкмĕш класа кайма хатĕрленекен патвар ача.

Артурăн пÿлĕмĕнче те унăн пĕрремĕш наградисем çакăнса тăраççĕ. «Шевле» ача садне çÿрекен 6 çулхи арçын ача спортра харсăр, çавăн пекех тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене те хутшăнать. Акă, кăçал республика конкурсĕнче сăвă вуласа диплом çĕнсе илнĕ. Вăл йытăсене ытларах юратнăран сунарта илнĕ кубоксене те хăйĕн пÿлĕмне вырнаçтарнă. Малашлăха çивĕч куçсемпе пăхакан Артур аслисем пекех вăйлă спортсмен пуласшăн ăнтăлать.

Çемье кану кунĕсенче, уявсенче е пахчара çум çумлаççĕ-и, е кил-çурта тирпей-илем кÿреççĕ, яланах пĕрле пулма тăрăшать. Калăпăр, пĕринче ир-ирех тăраççĕ те çут çанталăк илемĕпе киленме пурте уй-хире тухса вĕçтереççĕ. Денис пăшалсăр сунарпа интересленет. Вĕшле йыттисене уçăлтарнипе пĕрлех кăмпа татаççĕ, чей курăкĕсем пуçтараççĕ. Унтан палатка карса канаççĕ, сăмаварта вĕретнĕ чей ĕçеççĕ. Тепĕр кану кунĕнче вара шурăмпуç килнине юхан шыв хĕрринче кĕтсе илеççĕ. Çемье пулă тытма та питĕ кăмăллать. Ку чухне ĕçлени кăна мар, усăллă канни те пĕлтерĕшлĕ.

Пурнăç илемĕпе киленсе кун кунлакансем ачисене истори палăкĕсемпе паллаштарса тĕрлĕ илемлĕ ял-хуласене çитеççĕ. Ыт ахальтен мар вĕсем Иван Яковлев çуралнă ялпа – Тутарстанри Кăнна Кушкипе тарăннăн паллашнине ăшшăн аса илеççĕ.

Ачасене пĕчĕкрен тĕрлĕ пулăмсемпе кăсăклантарассине, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассине тĕп вырăна хурать ашшĕ. Ывăлсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ирхи зарядка тăваççĕ. Денис лайăх ăнланать: ывăлсене çирĕп кăмăл-туйăмлă ашшĕн сăмахĕ, ĕçĕ, пултарулăхĕ пысăк тĕслĕх пулса тăрать. Чăн-чăн арçын çемье телейĕ тени тĕрĕсех. Мăшăрĕ чăннипех те ун çумĕнче икĕ çунат сарса савăнса киленет.

– Эсĕ пирĕн килте пĕр хĕр ача. Сана пирĕн лайăх пăхмалла, алă çинче йăтса çÿремелле, – теççĕ ачисем амăшне.

Йăл кулать вара телейлĕ хĕрарăм. Çак ăшă туйăм ĕмĕр тăршшĕпех пытăрччĕ.

ДЕНИС

Портновсен туслă йышĕ Аслă Пăла Тимешре ятлă-сумлă. Спортпа туслашасси те паян тухнă çирĕп йăла мар вĕсен: ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пырать. Денисăн асламăшĕн шăллĕ йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕ. Аслашшĕ, унпа пĕр тăвансем мĕн ачаран йывăр атлетикăпа туслă пулнă. Ырă йăла спортра кăна мар, профессире те паллă вырăн йышăнать. Ашшĕпе амăшĕ ветеринари тухтăрĕсем. Денис та мĕн пĕчĕкрен чĕр чунсене, выльăх-чĕрлĕхе юратать. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен çăмăл мар профессин ĕçне фермăри тĕрлĕ лару-тăрура нумай кăтартнă ăна. Ывăлĕ тата сăваплă, пархатарлă ĕç суйласа илтĕр, врач пултăр тесех хистенĕ.

Вăтам шкул пĕтерсен каччă икĕ тĕрлĕ аслă шкула документсем панă, иккĕшне те тивĕçлĕ балсем пуçтарса тÿлевсĕрех вĕренме кĕнĕ. Çапах та Денис мĕн пĕчĕкрен юратнă ветеринари медицинине суйласа илнĕ. Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан кунтах малалла аспирантурăра пĕлÿ илнĕ. Спортра та пысăк ÿсĕмсемпе палăрнă. Денис Владимирович биологи наукисен кандидачĕ.

Унтан çамрăкăн çул-йĕрĕ тăван ене выртнă. Малтанах ялти хуçалăхра, унтан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, каярахпа кÿршĕллĕ республикри «Авангард» хуçалăхра хăйĕн тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе тăрăшулăхне кăтартнă. Халĕ вăл сысна ĕрчетес енĕпе Раççей шайĕнчи консультант-экспертра тăрăшать. Тăтăшах командировкăсене тухса çÿрет, интернет уçлăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Вăтам, аслă шкулсенче вĕреннĕ çулсенче Денис хăйне тĕрлĕ спортра тĕрĕсленĕ. Пĕринче çапла каччă районти теннис ăмăртăвĕнче Кĕçĕн Таяпа хĕрне асăрханă. Пĕрре курсах килĕшнĕ ăна аслă класра вĕренекен хĕр ача. Тепрехинче йĕкĕт Елена Ярославлева армспортра пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнине курнă та тĕлĕннĕ: вăтам пÿ-силлĕ, черченке хĕр ачара мĕн чухлĕ вăй-хал, ăсталăхпа чăтăмлăх! Пурăна киле спортра пысăк ÿсĕмсем тăвакан пикепе районти Акатуй уявĕнче çывăхрах паллашнă.

ЛЕНА

Кĕçĕн Таяпари Ярославлевсен туслă та йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Çемьери тăваттăмĕш ача. Аппăшĕсем шкула «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Лена та вĕсенчен юласшăн пулман, çапах та физикăпа «4» паллă тухнă. Ун пирки ашшĕ тăтăшах ÿпкелешнине халĕ те кăмăллăн аса илет вăл.

Шкулта йăрăлăхĕпе, çивĕчлĕхĕпе палăрнă хĕр ачара темле асамлă та вăйлă кĕрешÿ туйăмĕ пуррине асăрханă физкультура учителĕ. «Апла пулсан ăна малалла хатĕрлемелле, тупăшма пулăшмалла», – текен шухăшпа Михаил Скворцов хĕр ачана шкулти, районти ăмăртусене илсе çÿренĕ, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш панă, кану кунĕсенче тренировкăсем ирттернĕ. Лена шкул чысне нумай хÿтĕленĕ.

Вăтам шкул хыççăн вăл Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. Студентка аслă шкулта та спортри ăсталăхне кăтартса тĕрлĕ тупăшăва хутшăннă. Пĕрремĕш курсрах студентсем хушшинче иртнĕ баскетбол, волейбол, шашка турнирĕсенче, çăмăл атлетсен эстафетинче, армрестлинг ăмăртăвĕнче палăрнă. Пĕр тренировкăсăрах вăл Раççей первенствинче иккĕмĕш тухнă. Кунта ăна физкультура вĕрентекен Алексей Атласкин асăрханă, малалла физкультура занятийĕсене çÿремелле маррине, унпа ятарлă тренировкăсем ирттерессине пĕлтернĕ.

– Физкультура занятийĕсем яланах пĕрремĕшсемччĕ. Мана чи малтан çывăрса тăранма май пулни савăнтарнă, – аса илет Елена Николаевна студент çулĕсене.

Пуçланнă вара унăн спорт карьери. 2006 çулта вăл армрестлинг енĕпе Европа шайĕнчи чемпионка пулса тăнă. Тăтăшах тренировка, ăмăрту… Пултаруллă студентка аслă шкул чысне тăтăшах çÿле çĕкленĕ. Ăна икĕ хутчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине панă. Тÿрех палăртам, 2015 çулта Е.Портнова çак сумлă стипендие виççĕмĕш хут çĕнсе илнĕ.

2008 çулта Елена «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Армрестлинг енĕпе çĕнсе илнĕ пĕрремĕш хĕрарăм вăл республикăра. Унран маларах çак ята икĕ арçын илнĕ.

Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман çамрăксем çемье чăмăртанă. Вăхăт иртнĕ май вĕсем пĕрремĕш тĕпренчĕкне кĕтсе илнĕ. Лена патшалăх экзаменĕсене тытма кăкăр ачипе кайнă. Савнă мăшăрĕ тăтăшах юнашар пулнăран нимĕнле йывăрлăхран та шикленмен вăл.

2011 çулта Елена Николаевна Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне ĕçлеме килнĕ. Хаваспах кĕтсе илнĕ ăна коллектив. Ачаран спортра палăрнă педагог тренер-преподавателе вырнаçнă. Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах армспорт енĕпе иртекен ăмăртусенче тупăшаççĕ. Ачасемпе çамрăксене алă вăйĕ виçессин ăсталăхне хăнăхтарать вăл паян та. Ĕçлесе опыт пухнă май ăна директорăн вĕренÿпе спорт енĕпе ĕçлекен çумне лартнă. Çак тапхăртан, аслă ывăлĕ çитĕннĕ май, Портновсен çемйи район чысне тĕрлĕ ăмăртусенче хÿтĕлеме пуçăннă. Пурне те аса илсе те пĕтереймĕн. Акă, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри фестивальте, пĕрремĕшсене 1 очко кăна выляса ярса, иккĕмĕш вырăн йышăннă. ГТО фестивалĕнче çемье командинче аслашшĕ, ашшĕ, амăшĕ тата Давид ăмăртнă. Ытларах чухне яланах пĕрремĕш вĕсем. Портновсен шухăшĕпе, спорт ăмăртăвĕсем çемьене тата çирĕплетеççĕ. Финишра вĕсем пĕр-пĕрне ыталаса савăнаççĕ, пĕрремĕш пулман чухне кулянаççĕ те… Акă ăçта тĕрекленет çемье юратăвĕ.

Калăпăр, штангистсене е алă вăйĕ виçекенсене район тулашĕнчи ăмăртусене илсе каясси пĕрре те çăмăл мар. Чылай чухне хăйсен автотранспорчĕпе усă кураççĕ. Çавăнпах халĕ нумай вырăнлă автомашина туяннă та вĕсем. Йывăр атлетика ăмăртăвĕсене ирттернĕ чухне Денис Владимирович хăй кĕсйинчи укçа-тенкĕне сахал мар тăккалать. Ырă ятшăн çунмасть вăл, спорта юратакан ачасене хавхалантарасшăн тăрăшать. Çавăн пекех хăш-пĕр ăмăртусене йĕркелесе ирттерме Елчĕкри çамрăксен фончĕ нумай пулăшнине палăртать.

– Пĕр ăмăрту хыççăн Давид: «Анне, эсĕ шывра лайăх ишнĕ пулсан пĕрремĕш пулаттăмăр…» – терĕ. Ара, эпĕ командăна хыçа хăвартăм пулать-и-ха? Апла юрамасть. Ушкăнпа тупăшнă чухне кашнийĕн кăтартăвĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку çитменлĕхе пĕтермелле, халех лайăх ишме вĕренмелле тесе никама пĕлтермесĕр бассейнран тухмарăм пĕр вăхăт. Халĕ вара мана лайăх ишрĕн тесе мухтаççĕ те, – йăл кулчĕ амăшĕ ачисене çупăрланă май.

Портновсем ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те хавхалантараççĕ. Çак тăрăхри çамрăк çемьесемпе пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Денис пуçарăвĕпех кунта пляж футболне йĕркелесе янă. Çемьесем футболла выляса чи маттуррисене палăртсан пĕрле хаваслă канаççĕ. Ку урамра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине мала хураççĕ, хăйсем пурăнакан кĕтесе хăтлă тăвассишĕн тăрăшаççĕ.

Туслă çемьен чи юратнă апачĕ – шăрттан, чи юратнă поэчĕ – Константин Иванов, чи юратнă спортсмен – Ардалион Игнатьев.

Чăвашсен техĕмлĕ апатне кил хуçи май килсенех хăй пĕçерет. Мăшăрĕ чустапа аппаланма юратать пулсан, арçын аш-какай хатĕрлеме маçтăр. Çемьере арçын, хĕрарăм ĕçĕ текен каларăш çук. Ачисем яланах ашшĕ-амăшĕ çумĕнче.

– Эпир ял пурнăçне çав тери юрататпăр. Ăна хулапа улăштармастпăр. Халĕ ялта çамрăксене пур енлĕн аталанма тĕрлĕ мелсем çителĕклĕ. Спорта илес пулсан та…

Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан çамрăксен телейĕшĕн хĕпĕртесе вĕсене анлă пурнăç çулĕнче тата пысăк çитĕнÿсем тума, мĕн ĕмĕтленнисене пурнăçа кĕртме сунтăмăр та самана çакăн пек пултаруллă мăшăрсем çинче тытăнса тăнине, вĕсемпе тĕнче илемлине тепĕр хут туйса илтĕмĕр.

Сăн ÿкерчĕкре: Портновсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code