Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренÿ пахалăхĕ тĕп вырăнта

Вĕренÿ пахалăхĕ тĕп вырăнта

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланма шутлă кунсем юлнă май, йăлана кĕнĕ учительсен канашлăвĕ малашлăхри тĕллевсене палăртмалли, ÿсĕмсемпе савăнмалли, çивĕч ыйтусене татса памалли, çав вăхăтрах иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли хăйне евĕрлĕ уçă калаçу пулса тăрать. Ытти чухне тивĕçлĕ ĕçшĕн панă наградăсене çакса çÿремен вĕрентекенсем паян вĕсемпе мăнаçлăн курăнаççĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулнишĕн хавасланса ăшшăн пуплеççĕ. Савăк кăмăллăскерсем ачасемшĕн тунсăхлани те яр уççăн курăнать.

Кăçал районти вĕрентекенсем Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пуçтарăнни ыт ахальтен мар, паллах. Шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх вĕсене 13600 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăнпа та шалта хăтлăх хуçаланать, пур çĕрте те çутă та илемлĕ, коридорсенче тĕрлĕ информаци стенчĕсем, чечексем… Тĕрлĕ шкулсенчен килнĕ педагогсем çĕнĕлĕхсемпе паллашнă хыççăн кăтартуллă шкулăн акт залне вырнаçрĕç.

Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова районти вĕренÿ тытăмĕнчи кашни ачана аталантарас тата воспитани парас ĕçри çивĕч ыйтусем пирки тухса калаçрĕ.

Вĕренÿ тытăмĕн приоритетлă тĕп çул-йĕрĕ «Вĕренÿ» наци проекчĕ пулса тăрать. Унпа килĕшÿллĕн районта цифра тата гуманитари профильлĕ вĕрентĕвĕн «Ÿсĕм вырăнĕ» центрĕсем ĕçлеççĕ. Елчĕк, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем çĕнĕлĕхсемпе анлă усă кураççĕ пулсан, çывăх вăхăтра Çĕнĕ Пăва тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче те çак центрсем уçăлĕç. Кунта пÿлĕмсенчи юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ, ятарлă оборудованисем кÿрсе килнĕ.

Наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ – вĕренÿ пахалăхне лайăхлатасси. Шкулсенчи вĕренÿ пахалăхне вара ачасем патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕсене мĕнле тытни кăтартса парать. Ку енĕпе питех мухтанмалли çук: 9 класс пĕтерекен 5 вĕренекен вырăс чĕлхипе, 11-ĕшĕ математикăпа тĕп патшалăх экзаменĕсене тытайман. Апла пулсан учительсен çанă тавăрса ĕçлемелли куç умĕнче.

Кăçал шкул пĕтернĕ 110 ача аттестат илнĕ. Вĕсенчен 93-шĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытма кăмăл тунă. Статистика тăрăх, кăçалхи ППЭ кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулни савăнтарать.

Вĕренÿ учрежденийĕсене çамрăк специалистсене явăçтарасси чылай çул çивĕч тăрать. Çулран-çул аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсем йышлансах пыраççĕ пулсан та хамăр района ĕçлеме килекенсем питĕ сахаллăн. Çакă професси суйлама пулăшассипе кĕçĕн классенченех ĕçлеме пуçăнмаллине систерет. Кăçал районта пĕр çамрăк педагог çеç ĕçлеме тытăнать.

Шкул ертÿçисем наставниксен ĕçне вăйлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕн пытармалли: педагогсен вăтам ÿсĕмĕ – 50 çул. Вĕсем çак тапхăрта хăйсен ăсталăхне кăтартса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Çулсеренех иртекен професси маçтăрлăхĕн конкурсĕсене хутшăнман педагог юлманах пулĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсем – Çĕнĕ Пăвари Светлана Архипова /«Çулталăкри учитель»/, Курнавăшри Евгения Корнилова /«Чи лайăх класс ертÿçи»/, «Шевле» ача садĕнчи Алина Кочеткова /«Çулталăкри воспитатель»/, Шăмалакри Надежда Васильева /«Çулталăкри социаллă педагог»/.

Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен, Елчĕк шкулĕнчи Сергей Долгов, Çĕнĕ Пăвари Леонилла Пупина Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çулсеренех уйăракан укçан хавхалантарăвĕсене илнĕ: Сергей Витальевича шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадинче призер хатĕрленĕшĕн 75 пин тенкĕ, Леонилла Ярославовнăна 20 пин тенкĕ тивĕçнĕ. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхальсем юлашки 5 çулта Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче 5 призлă вырăн йышăннăшăн ЧР Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Апла пулсан районта пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕсене аталантарса пырас ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыраççĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем тĕрлĕ шайри ăс-тăн, пултарулăх конкурсĕсенче республикăра тăватă призлă вырăн йышăнни те çакна çирĕплетет.

Юлашки виçĕ çулта районти вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче малти вырăнсене йышăнса Чăваш Ен чысне çĕршыв шайĕнче хÿтĕлеççĕ. 2021 çулта 54 ачаран 2 çĕнтерÿçĕ тата 6 призер тухнă. 3 вĕренекен чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиадăра палăрнă.

Ача лайăх тата тăрăшса вĕренесси усăллă та тутлă апат çининчен те килет пулĕ. Шкулсенчи кашни ачана вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 1-4 классенчи 598 вĕренекен тÿлевсĕр апатланнă. Ку енĕпе 6538788 тенкĕ субсиди уйăрнă.

Шкулсенчи пищеблоксем çулсеренех пурлăхпа техника никĕсне пуянлатса пыраççĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ шайри бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Вĕренÿ ĕçĕнче воспитани ыйтăвĕ яланах пысăк тимлĕхре тăрать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен воспитани программи штатлă режимпа пурнăçланма пуçлĕ. Пурнăçа хывнă çул – кашни ача валли тенĕрен, урок тулашĕнчи ĕç-хĕле тухăçлă йĕркелесе тата хушма пĕлÿ паракан программăсене пурнăçа кĕртсе тĕрлĕ енлĕ аталанма май параççĕ. Районти хушма пĕлÿ паракан 4 учрежденире 1550 ача тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарать. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ хушма пĕлÿ çăмăллăхĕсем илччĕр, пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе кăсăкланнăран çулсеренех ачасен хисепне пĕр шайра тытса тăма май парать. Çавна май ашшĕ-амăшне пулăшас тĕллевпе федераци шайĕнчи пĕрлехи портал – хушма пĕлĕвĕн навигаторĕ йĕркеленине тепĕр хут аса илтеретпĕр. Унта регистрациленсен кăна тĕрлĕ шайри хушма вĕренĕвĕн çăмăллăхĕсемпе усă курма майсем пур.

Ачасене воспитани панă çĕрте патриот туйăмне аталантарни, ăс-хакăл çивĕчлĕхне ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çитĕнекен ăру общество пĕрлешĕвĕсемпе юхăмĕсене хутшăнса Тăван çĕршыва хаклама, унпа мухтанма, кăмăл-сипечĕн ырă туйăмĕсене вăйлатма вĕренеççĕ. Районта «Çамрăк армеецсен» 11 отрячĕ, çарпа патриот клубĕсем тата пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ. Елчĕк шкулĕнче 7 класс кадет пĕлĕвĕ илет. 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалланăран ачасемпе çамрăксем республикăри, Пĕтĕм Раççейри акцисемпе фестивальсене, мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Шкулсенче те ку енĕпе нумай мероприяти иртнĕ, иртĕ те. Районти икĕ учитель çак астăвăма хутшăнса курăмлă ĕçсем тунăшăн Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалланă асăну медальне тивĕçнĕ.

Вĕренекенре мĕн пĕчĕкрен ырă кăмăллăх, хĕрхенÿ, тĕрĕслĕхе юратакан, ырă тума тăрăшакан, хаярлăхран пăрăнакан туйăмсем çуратмалла тени ахаль сăмахсем мар. Паянхи педагогăн кашни ачан чун туртăмне уçса палăртса ăна малалла аталанма пулăшмалла. Сентябрь уйăхĕнчен учительсен професси ăсталăхне ÿстерессипе ятарлă центр ĕçлеме пуçлĕ. Халĕ пысăк тимлĕх ыйтакан, пусăрăнчăк кăмăл-туйăмлă ачасем час-часах тĕл пулни те вăрттăнлăх мар. Ыт ахальтен мар ял шкулĕсенче те психологсем кирлĕ. Кăмăл-сипет пирки хамăр ентешĕмĕр Геннадий Волков академик пире, çитĕнекен ăрăва каласа хăварнă халала итлеме те кăмăллă пулчĕ.

Марина Александровнăн докладне пуянлатса Çĕнĕ Пăва шкул директорĕ Диана Турхан, Елчĕк шкулĕн директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Владимир Баймушкин тухса калаçрĕç, коллективсен пĕрлехи ĕçĕн ÿсĕмĕсемпе паллаштарчĕç, пултаруллă вĕрентекенсен ят-сум пуррине, çивĕч ăслă ачасемпе тата уйрăммăн ĕçлени çинчен тĕплĕн те уçăмлăн каласа пачĕç.

Конференци ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Конкуренци политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи, экономика наукисен кандидачĕ, пирĕн район кураторĕ Надежда Колебанова, Чăваш Республикинчи Вĕренÿ институчĕн ректорĕ, философи наукисен докторĕ Юрий Исаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăнчĕç. Чи малтанах шкулпа паллашрĕç, унтан тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен педагогсене ведомствăсен Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Хаклă хăнасем педагогсен авторитечĕ ĕлĕкрен пысăк пулнине, цифра технологийĕ вăйлă аталанса пынă май пĕлÿ пахалăхне лайăхлатмаллине, ачасене вĕрентме, вĕренме мĕнпур условисем пуррине, çĕнĕлле, пуçаруллăн вăй хумаллине, ачасене паянхи пурнăç ыйтакан пĕлÿ парас тесен учительсен хăйсен те квалификацине ÿстерсех пымаллине палăртса çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче курăмлă ÿсĕмсемпе пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕç. Чи кирли – ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, вĕсен сывлăхне упрасси. Пандеми тапхăрĕнче ку ыйту уйрăмах çивĕч тăни каламасăрах паллă.

Конференцин чи савăнăçлă саманчĕ – вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене чыс туни. Елчĕк шкулĕнчи Ирина Журавлева секретарь, Аслă Елчĕкри пуçламăш классен вĕрентекенĕ Надежда Хушкина Чăваш Патшалăх Канашĕн, Çĕнĕ Пăвари, Кушкăри пуçламăш классен учителĕсем Алена Васильевăпа Людмила Портнова, Шăмалакри ют чĕлхесен вĕрентекенĕ Ирина Фадеева ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Профсоюз хастарĕсене – Елчĕкри Ольга Артемьевăна, Алина Кондратьевăна, Алина Максимовăна, Кушкăри Илья Григорьева, Аслă Елчĕкри Зоя Павловăна Чăваш реском профсоюзĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Район администрацийĕн, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп хучĕсене илекенсем те йышлăн пулчĕç.

Канашлăва хутшăннисем шкулти ташăçăсен пултарулăхне, София Ананьева юрланине курса киленчĕç.

Юлашкинчен РФ çутĕç министрĕн Сергей Кравцовăн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли палăртнă тĕллевсене, уяв саламне итленĕ хыççăн учительсем çĕнĕ хавхаланупа тăван ялĕсене саланчĕç. Çĕнĕ Пăвасем чăвашсен ĕлĕкхи ырă йăлинчен пăрăнмарĕç: хăнасене вĕри апат çитерсе ăшшăн ăсатма та теветкеллĕх çитерчĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code