Петр Федорович Петрушкин Елчĕкри тĕп больницăра 1980 çултанпа водительте тăрăшать. Ĕç кĕнекинче 40 çул ытла стаж пухнăскер шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, чирлисене пулăшас тĕллевпе васкавлă пулăшу машини çине те час-час ларать вăл.
Коллективра тата ял-йышра хисеп çĕнсе илнĕ ĕçчен çул çинче яланах тимлĕ. Пысăк ăсталăхĕшĕн тата чылай çул тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн водитель çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн аллинчен республикăри васкавлă пулăшу службин Хисеп хутне тивĕçнĕ.
Спортпа туслăскер медицина тытăмĕнче тăрăшакансен хушшинче иртекен ăмăртусене хастар хутшăнать. Алли ылтăн пулнипе те уйрăлса тăрать арçын: вăл кăмака купалас енĕпе пысăк ăсталăхпа палăрнă.