Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикунхи канашлура сÿтсе явнă ыйтусем пĕлтерĕшлĕ, вĕсене ыран мар, пурне те паян татса памалла…
Кĕçех черетлĕ хутчен акана тухма вăхăт çитет. Çанталăк тăрук ăшăтнине кура юр хăвăрт ирĕлни ака ĕçĕсем маларах та пуçланма пултарнине систерет. Уй-хир ĕçченĕсем те, паллах, çакна лайăх ăнланаççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çур аки ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленни çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов каласа кăтартнинчен ку тĕлĕшри лару-тăрăва тата тĕплĕнрех пĕлме пулчĕ. 2022 çулхи çур акири тыр-пул никĕсне тивĕçлĕ шайра хывас тĕллевпе районĕпе 26 пин гектар çинче пахалăхлă кĕрхи çĕртме сухи туса хăварнă. Уй-хирти ĕçсене хăвăртлатас тĕллевпе ял хуçалăх организацийĕсем, пĕрин хыççăн тепри, çĕнĕ йышши хăватлă техника туянаççĕ. Иртнĕ çул та тĕрлĕрен ял хуçалăх машинисене пурĕ 162 единица, 404 164 пин тенкĕлĕх туяннă. Çав шутра 43 единица трактор, культиваторсем /10/, сеялкăсем /9/, 2 единица ака комплексĕ. Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусене тишкерес пулсан, çур акире усă курма районĕпе 4220 тонна /95 процент/ минераллă удобрени, 695 тонна /95 процент/ дизтопливо хатĕрленĕ, ака кондицине тивĕçтерекен вăрлăх – 89 процент. Минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянассинчи, пахалăхлă вăрлăхпа саппасланассинчи пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк, районĕпе илсен, япăх мар. Анчах хăш-пĕр ял хуçалăх организацийĕсенче çитменлĕхсем те сахал мар. «Прогресс» АХОна, тĕслĕхрен, ака ĕçĕсене пурнăçлама 80 тоннăран кая мар çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ. Вĕсем вара ăна халĕ те кÿрсе килме тытăнман. Минераллă удобрени те сахал, вăл усă курма кирлин 52 проценчĕ чухлĕ çеç. Кондициллĕ вăрлăх та 62 процент анчах. Петр Тремасов ыттисем пирки те чарăнса тăчĕ, «Труд» ЯХПКпа «Эмметево» ОООна юлнă вăхăтпа усă курса кирлĕ таран минераллă удобрени туянассипе, Ленин ячĕллĕ ЯХПКна вăрлăхсене кондицие лартассипе тимлеме кирлине палăртрĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ район территорийĕнче çапкаланса çÿрекен хуçасăр йытăсен тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хутшăннипе пурнăçлакан мероприятисем пирки те чарăнса тăчĕ.
Коронавирус, ОРВИ, грипп чирĕсем çинчен аса илмесĕр пĕр канашлу та иртмест. Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Светлана Петрянкина асăннă чирсен тĕлĕшĕнчи юлашки кăтартусемпе паллаштарчĕ: нарăс уйăхĕн 14-18-мĕшĕсенче Елчĕк районĕнче 35 çын ОРВИпе чирленине шута илнĕ. Малтанхи эрнерипе танлаштарсан, инфекци çаклатнисем 9,3 процент ытларах пулнă. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 400 çын коронавируспа чирленĕ, çав шутран нарăс уйăхĕн 14-18-мĕшĕсенче – 71 тĕслĕх, малтанхи эрнерипе танлаштарсан, 43,6 процент сахалрах. Апла пулин те çакă лăпланмаллине пĕлтермест. 60 çултан аслăрах çынсем çав-çавах нумай-йăн чирлени канăçсăрлантарать. Палăртнă юлашки кунсенче чирленисем хушшинче те аслă ÿсĕмрисем Елчĕк ял тăрăхĕпе илсен, 25-ĕн пулнă, Курнавăш ял тăрăхĕнчен – 9, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчен – 7, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчен 6 çын. Çак лару-тăрура, Светлана Петрянкина палăртнă тăрăх, Роспотребнадзорăн тĕп санитари тухтăрĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 60 çултан аслăрăх çынсене пурне те обязательнăй майпа вакцинаци тумалла, унсăрăн май çук. Хăрушă чиртен асăрханса çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенче, ытти мĕн пур организаци-предприятире ĕç вырăнĕнчи пÿлĕмсене тасатнă-çунă чухне дезинфекци хатĕрĕсемпе туллин усă курмалла. Социаллă дистанци, маска режимне те пăрахăçламан. Ушкăнпа пухăнса ирттерекен мероприятисен тĕлĕшпе те çирĕп чару.
Леонард Левый Надежда Уркова тĕп тухтăртан иртнĕ эрнере миçе çын прививка тутарнине ыйтрĕ.
– Пĕрремĕш компонентпа 111 çынна вакинаци тунă – япăх мар кăтарту. Халăх ăнланулăхĕ ÿссе пырать, – терĕ вăл.
Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Татьяна Пупина хупăнакан-пĕтекен организацисен уставпа килĕшÿллĕн документсене архива упранма пама хатĕрлессипе ĕçлес йĕркепе паллаштарчĕ. Архив йĕркеленĕ чухне методика пулăшăвĕ пама пулнине аса илтерчĕ.
Светлана АРХИПОВА.