Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырав – портал урлă

Çырав – портал урлă

Кăçалхи октябрьте ВЦИОМ ирттернĕ тĕпчев тăрăх, ыйтусене хуравлама сĕннисенчен 43 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çырава хутшăнассине çирĕплетнĕ. Ку мелĕн тĕп енĕсене те палăртнă вĕсем – «меллĕ» тата «хăрушсăр», сывлăхшăн, инкеке лексе сусăрланасран тата информаци тĕлĕшĕнчен.

2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ пĕтĕм çĕршывĕпех цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравне хутшăнать. Ку вăл вунăçуллăхри тĕп пулăм. Çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ – даннăйсене вырăнпа /территорипе/ çыхăнтарни. Çапла туни муниципаллă статистикăна йĕркелеме никĕс хывать, йышăнусене вăхăтра тÿрлетме май парать. Пĕтĕм Раççейри çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсене «Халăх» цифрăллă аналитика платформине вырнаçтараççĕ. Çавна май, пуçтарнă кăтартусене федераципе регионсен шайĕнче кăна мар, кирек хăш ялпа хула тăрăх та пăхса тухса тĕпчеме пулать.

Цифрăллă пĕрремĕш çырав вăхăтĕнче кăтартусене хÿтĕлессине тĕп вырăна хураççĕ. Вĕсене кашни уйрăм çынна пĕлтермеççĕ. Пенси фончĕ, налук служби тата шалти ĕçсен министерстви çемье çинчен информаци илеймест. «Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ малти вырăнта, мĕншĕн тесен çырав çĕршер пин çын хутшăнакан пысăк проект, вăл çĕршывра пурăнакансене пурне те пырса тивет», – палăртнă Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков.

Электронлă анкетăна 20 минутрах çырса тултарма пулать. Унта 33 ыйту. Вĕсенчен ытларахăшĕ хуравлакан пирки – вăл миçе çулта, хĕрарăм е арçын, вĕренÿ шайĕ, хăш наци çынни, çемьеллĕ е çук, пурăнмалли тупăш çăлкуçĕ. Тепĕр пайĕ – пурăнмалли условисем пирки.

Цифрăллă çырав ыттисенчен тĕрĕслĕхпе, кăтартусене хăвăрт пĕтĕмлетме май пулнипе уйрăлса тăрать. Раççейри халăх шутне тата йышне 2021 çулхи июльтех шутласа пичетлеме палăртаççĕ.

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code