Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хваттер туянма

Хваттер туянма

Тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине Чăваш Республикин Правительствинче çивĕч ыйту тесе палăртнă. Çакна тĕпе хурса тăваткал метрсене пурăнмалли лаптăк туянмалли социаллă тÿлевпе улăштармалли йĕркене вăя кĕртесшĕн.

Унăн виçине тăлăхсене тивĕçтермелли лаптăк /33 тăваткал метр/ хакне кура палăртĕç. «Тăваткалăн» РФ Строительство министерстви Чăваш Ен валли палăртнă паянхи хакĕ – 39486 тенкĕ. Çапла майпа саплаштару виçи 1,3 миллион ытла тенкĕ пулĕ.

Социаллă тÿлеве илекен тăлăхсем 23 çултан кĕçĕнрех пулмалла мар. Уйăракан укçа-тенкĕпе авари пулма пултаракан çурт-йĕр илме, хваттере çывăх тăвансенчен илме юрамасть тата ыт. те.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тăлăхсене çакăн пек право пани вырăнлă тесе шутлать. Хальччен усă курнă йĕрке вĕсене хваттерлĕ пулма патшалăх енчен кÿрекен пулăшăвăн ытти майĕпе усă курма чăрмантарнă. Тăлăхсенчен нумайăшĕ çемьеллĕ ĕнтĕ – вĕсем çемьесене тивĕçтерекен çăмăллăхсемпе усă курайман. Тепĕр енчен, рынокра 33 тăваткал метрлă хваттер сахалли те нумай чăрмав кÿнĕ, халĕ вĕсене сирме майсем пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code