Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерỹ пуйăсĕ

Çĕнтерỹ пуйăсĕ

Март уйăхĕнче Шупашкара «Çĕнтерỹ пуйăсĕ» çитсе чарăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи халăхăмăрăн асĕнчен нихăçан та тухас çук. Совет çыннин паттăрлăхĕ, çĕнтерĕвĕ ăруран ăрăва куçса пырать. «Çĕнтерỹ пуйăсĕнчи» пек скульптура композицийĕ паянхи кун тĕнчери нихăш музейре те çук, çав вăхăтрах унта салтаксене, ачасене, хĕрсемпе хĕрарăмсене, ватă çынсене сăнарланă кĕлеткесем çеç мар, видеопроектсемпе видеостена та пур. Вакун хыççăн вакуна кĕретĕн те вăрçă вăхăтĕнчи ахăр саманана туятăн. Пуйăсра вăрçă умĕнхи, ун вăхăтĕнчи истори. Асатте-асанне, кукаçи-кукамай тỹснĕ нуша йăлтах куç умне тухса тăрать. 1-мĕш вакунра вăрçă пуçланман-ха. Пуйăсри пассажирсем савăнăçлă, ĕмĕт-тĕллевлĕ. Анчах та çакна вăрçă татать. Музейĕн 2-мĕш вакунĕ — вăй питти арçынсем, хĕр çумне те ларса курайман яшсем алла пăшал тытса çĕршыва хỹтĕлеме тухса каяççĕ… Хăрушă концлагерь, нимĕçсен хуралĕ, йĕплĕ пралук. 3-мĕш вакунра фашистсен пуçа вырнаçман тискер ĕçĕсем, чуна ыраттаракан ỹкерчĕксем, шывсăр, пĕр татăк çăкăрсăр халтан кайнă çынсем, никам умĕнче айăпа кĕмен пĕчĕк ачасем. 4-мĕш вакуна куçсан аманнă салтаксем, медсестрасем куç умне тухаççĕ. Урасăр е алăсăр юлнă-и — çирĕп чунлă совет салтакĕ йынăшман, пурнăçа юратнă, тăнăçлăхшăн чун тухиччен кĕрешнĕ. Шурă халатлисен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçне, паттăрлăхне çак вакунра сăнланă. Кашни вакун Аслă Çĕнтерỹ çăмăлпа килменнине çирĕплетет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code