Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Валерий САПОЖНИКОВ: «Тăван ял чуна çывăх»

Валерий САПОЖНИКОВ: «Тăван ял чуна çывăх»

Тĕмертен тухнă, халĕ ялта, республикăн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан Сапожниковсем пур çĕрте те пултаруллă, ĕçчен çынсем шутланаççĕ. Вĕсем хушшинче хисеплĕ çĕр çыннипе ертỹçĕ те, тарăн пĕлỹллĕ инженерпа ученăй та, халăх юратакан вĕрентекенпе паттăр çар çынни те пур. Çак сумлă йыша тăма партипе хуçалăх органĕсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валерий Васильевич Сапожников чăннипех тивĕç пулнă.

Ĕрчевлĕ, ĕçчен йăхран

Валерий Васильевичăн пиччĕшĕ — Оренбург облаçĕнчи Орскри гуманитарипе технологи институтĕнче, Шупашкарти педагогика университечĕсенче ĕçленĕ педагогика наукисен кандидачĕ Владимир Васильевич çемьен йăх-несĕл кун-çулне нумай çул тĕрлĕ архивсенче тĕпченĕ, ваттисен ламран-лама каласа хăварнисене çырса илнĕ. Вăл йăх-несĕл çыннисене 17 ĕмĕр варринчен пуçласа тупса палăртнă. Владимир Сапожников шучĕпе çак çын Степан Разин пăлхавне пусарнă хыççăн тарса пирĕн тăрăхра йĕркеленекен Тĕмер ялне килсе вырнаçнă. Ăрури хресченсен çемйисем пурте çĕр ĕçлесе пурăннă.Каярахпа ытти чăвашсем пекех арçынсене патша çарне илме тытăннă, çапла майпа ют çĕршывсене те çитсе курнă, унти çынсем мĕнле пурăннипе паллашнă. 1847 çулта çуралнă Ефим Павлов 1877-1878 çулсенче Раççейпе Турци хушшинче Пăлхар патшалăхне ирĕке кăларассишĕн пынă вăрçа хутшăннă. Пăлхар çĕршывĕнчи госпитальте сывалнă вăхăтра хĕвел çаврăнăш çăвĕ юхтарма, тиртен сăран тума пĕлекен çынпа паллашать. Чăваш салтакĕ вăл каласа панине пĕтĕмпех пуçа хывса пырать, киле таврăнсан çак ĕçсене пуçарса яма çирĕп шухăш тытать. Вăл вăхăтра пирĕн тăрăхра хĕвел çаврăнăш çăвĕ мĕн иккенне пĕлмен. Ефим яла тиртен сăран тăвас, унтан атă-пушмак çĕлес, хĕвел çаврăнăш çăвĕ юхтарас ĕçе пуçăнма çунатланса таврăннă. Хăй курни-илтнине Ефим амăшне, ачисене каласа панă. Пăлхар çĕршывĕнче пурăнакансен тĕслĕхĕпе Ефим хăйĕн çĕрĕ çинче пахча çимĕç лаптăкне ỹстернĕ, тĕрлĕрен çĕнĕ культурăсем акма тытăннă, улма-çырла йывăççисем чĕртнĕ. Анчах салтакра паллашнă ĕçе — хĕвел çаврăнăш çăвĕ юхтарассине, тир тăвассине пуçарса ярайман. Ун ĕçне Варвара мăшăрĕпе Петĕр ывăлĕ пурнăçа кĕртнĕ. 1883 çулта çуралнă Петр ашшĕ пекех ĕçчен, нумай пĕлме тăрăшакан çын пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине кайичченех Петĕр амăшĕ пулăшнипе килте хуçалăх валли хĕвел çаврăнăш çăвĕ юхтарма вĕренсе çитет, 20-мĕш çулсенче ăна хатĕрлемелли пĕчĕк машина та туянать.

Петр Ефимович майĕпен-майĕпен выльăх тирĕсенчен сăран тума хăнăхать. Патша çарĕнче службăра тăнă çулсенче тĕрлĕ халăх пурнăçĕпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать. Унтах лаша кỹлмелли ут хатĕрĕсене ăсталама вĕренсе çитет, сутлăх та хатĕрлет. Хăй тунă сăрантанах Василий аслă ывăлĕ(Валерий ашшĕне) валли пĕчĕк атă çĕлет. Малалла çемьен ытти членĕсене те атă-пушмак çĕлесе парать. Петр Ефимович çак ĕçе ялта чи малтан алла илнĕ çын. Революци хыççăн çĕнĕ влаç çынсене документсем пама тытăнсан Сапожников хушамат илет.

Сапожниковсен çемйи ытти ĕçсене те пултарнă. Петр Ефимович лайăх платник, столяр пулнă. Пир тĕртмелли пĕрремĕш станока вăл кил валли хатĕрленĕ, кайран хăйĕн тăванĕсене, кинĕсене туса панă. Хветуç мăшăрĕ, Варвара хунямăшĕпе пĕрле, çемье валли пĕтĕм кĕпе-тумтире килте çĕленĕ, çыхнă.

20-мĕш çулсенче çемьен пилĕк стеналлă çурт, мунча, ĕнесемпе лашасем, ытти выльăхсем тытмалли витесем, тырă кĕлечĕсем, 2 лаша, 3 ĕне, 16 сурăх пулнă, пĕр сарайĕнче хĕвел çаврăнăш çăвĕ юхтарнă, тиртен сăран тунă. Хăш-пĕр çемьесем килĕсенчи хуçалăхсенче тара тытса ĕçлеттернĕ пулсан, Сапожниковсен йышлă çемйи пĕтĕм ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. Çынсемпе яланах лăпкă калаçнă Петр Ефимович. Часах ялта колхозсем йĕркелеме, пуянсен пурлăхĕсене тытса илме тытăннă. Ял Советĕнчен тата районтан пурлăхне илме килсен хирĕçлемен, лашисене, 2 ĕнине, 12 сурăхне, кĕркунне пуçтарса кĕртнĕ тыр-пулăн çуррине, икĕ кĕлете хăй ирĕкĕпе парса янă. Çакăнпа вăл хăйĕн çемйине ссылкăна ярассинчен хăтарса хăварнă. Анчах кунĕн-çĕрĕн, ырми-канми ĕçлесе пухнă пурлăх самантрах куçран çухалнă. Ялта малалла хĕвел çаврăнăш çăвĕ юхтаракан та, сăран туса атă-пушмак, лаша валли ĕç хатĕрĕсем çĕлекен урăх çемье пулман.

Сапожниковсен 6 ача пулнă: Василий (1909 ç.), Михаил (1910 ç.), Кĕтерне (1912 ç.), Якку (1912 ç.), Клавте (1923 ç.), Виктор (1924 ç.). Çемье ачасене те ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ, хут вĕрентме тăрăшнă. Пурлăха туртса иличчен аслă ывăлне — Василие — уйăрса кăларма, çурт-йĕр çавăрма пулăшнă. Малалла мĕнле пурăнмалла? Пурнăçа мĕнле лайăхрах йĕркелесе ямалла? Юрлăрах пурăнма тытăнас — тỹрех кулаксен йышне кĕртеççĕ. Ачасем çитĕнсе пыраççĕ. Кашнине çурт кирлĕ. Çемье пуçĕ нимĕн тума аптăрать. Шăп çав вăхăтра влаçсем Йĕпреç районĕнчи вăрман тăрăхне куçса кайма май пуррине пĕлтереççĕ. Сапожниковсем виçĕ ывăлĕпе тата пĕр хĕрĕпе «Огонек» ятлă яла куçса каяççĕ. Тĕп кил Степан Кириллова качча кайнă Кĕтерне çемйине юлать.

Çĕнĕ вырăнта Сапожниковсем çирĕп хуçалăх çавăраççĕ. Василий ывăлне те унта куçса пыма çурт пури хатĕрлеççĕ. Анчах вăрçă тухни чăрмантарать. Петр Ефимович Ефимов — Сапожников «Огонек» ялĕнче 1965 çулта ватăлса вилет. Унăн иккĕмĕш ывăлĕ Михаил вăрçăран таврăнаймасть. Яков ывăлĕ Йĕпреçре шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлет, Клавдия хĕрĕ ĕмĕрне учительницăра ĕçлесе ирттерет. Виктор Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăнать, СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Генеральнăй Штабĕнче службăра тăрать. Вĕсен ачисем те вĕренсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулаççĕ.10-15 çул каялла Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерỹшĕн» хаçат сотрудникĕ Геннадий Кузнецов «Огонек» ятлă яла пуçарса янă Елчĕк районĕн ĕçчен те мухтавлă çыннисене, çав шутра Сапожниковсене те, халĕ те асра тытни çинчен каларĕ те — савăнтăм.

Яла юлнă Кĕтернепе Василий çемйисенче те йышлă ача-пăча çитĕнет. Кĕтерне, хăйĕн мăшăрĕпе — Степан Кирилловпа — 10 ача çуратса ура çине тăратнă. Василипе Лидия Сапожниковсен те 8 ача çитĕннĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Николай АЛЕКСЕЕВ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code