Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр çыннин тивĕçĕ пархатарлă

Çĕр çыннин тивĕçĕ пархатарлă

Елчĕк районĕнчи аграрисем ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарассине — кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе туллин усă курас, тухăçлă тыр-пул, кирлĕ шайри выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес, выльăхсен хисепне сыхласа хăварас тĕллеве малти вырăна хураççĕ. Ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланакан районшăн агропромышленность комплексĕ курăмлă, тупăшлă ĕçлеме тивĕçлĕ те.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йывăрлăхсен умĕнче çухалса кайманни, хăйсен умне илнĕ тĕллевсене пурте пĕр шухăшлă пулса ăнăçлă пурнăçласа пыни тăтăш малтисен ретĕнче пулма май парать. Иртнĕ çул та, çанталăк шăрăх килнине пăхмасăр, тыр-пул ăстисем пысăк ỹсĕмсене çывхартнă. Пурĕ 56727 тонна (Чăваш Республикинче туса илнĕ тыррăн 10-мĕш пайĕ) тĕш тырă пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 23,8 центнерпа танлашнă. Муниципалитетсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура район III степень Диплома тивĕçни те çакна яр уççăн çирĕплетсе парать.

Ял хуçалăх организацийĕсен 2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсене уйрăммăн хаклас пулсан,1 гектартан 39,5 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ Курнавăшри Елена Цветкова хресчен (фермер) хуçалăхĕ республикăра — пĕрремĕш, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ (1гектартан — 35,5 центнер) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарни те районшăн пысăк чыс мар-и?

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе те Елчĕксем ялан малти ретре. «Победа» ОООна, тĕслĕхрен, ку енĕпе темиçе çул республика шайĕнче палăртаççĕ. 2021 çулта та вĕсем пĕр ĕнерен 8822 килограмм сĕт сунă. Çакă районти чи пысăк кăтарту шутланать. Кунта ĕне выльăха ỹт хуштарассипе те кăтартуллă ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 126 центнер, районăн вăтам кăтартăвĕнчен 2 хута яхăн ытларах аш-какай туса илнĕ.

Кулленхи çитĕнỹсене вара çынсем пурнăçлаççĕ. Уй-хирти тата фермăсенчи ĕçе йĕркеленĕ чухне хальхи вăхăтра çĕнĕ технологисемпе анлăн усă кураççĕ пулин те нумай ертỹçĕ ăста кадрсене тĕп пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Çавна май ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин грант шучĕпе пурнăçланакан çак проектра та районти ял хуçалăх предприятийĕсен тĕслĕхлĕ ĕç-хĕлне, çав вăхăтрах районти агропромышленность комплексне аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывакан производство новаторĕсем тата ĕç ветеранĕсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма май пуласса шанса тăратпăр.

Кашни уйăхра пĕр хутчен (ака-чỹк уйăхĕсенче) кăларма палăртакан «Çăкăр шăршиллĕ алăсене — мухтав!» проектра çавăн пекех хальхи вăхăтра ял хуçалăх производствин мĕн пур отрасльне аталантарма тĕллевлĕ патшалăх пулăшăвĕсем (республикăри аграрисем хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕн 54 тĕсĕпе усă кураççĕ), унпа усă курса хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе пыракан çынсем çинчен каласа кăтартма кирлине те ăнланатпăр.

Палăртакан темăсене çутатма эсĕ те, хисеплĕ вулакан, хутшăнма пултаратăн!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code