Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Уйăхлăх старт илчĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен районта оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ иртет.

Ăна Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалланă. Уйăхлăхра çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас, массăллă спортпа физкультурăна аталантарас, сывлăха çирĕплетес, çар службине кайма çамрăксене тивĕçлипе хатĕрлес, çамрăксем хушшинче килĕшÿлĕхе çирĕплетес, вăрçă ветеранĕсене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртес, тыл ветеранĕсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти, спорт вăййисем, паттăрлăх урокĕсем, шкулсенче ятарлă стендсем йĕркелеççĕ.

М.ВАСТУЛОВА.

Рейтингра малта

Чăваш Енри Спорт министерстви районсем ГТО нормисене пурнăçланин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне ĕçе кĕртес енĕпе пирĕн район чи малти вырăна тухнă.

Пĕлтĕр районти 595 çын ГТО нормисене пама хутшăннă, вĕсенчен 558-шĕ ăна тивĕçлипе пурнăçланă. «Ылтăн» паллăна илнисем – 174-ăн.

П.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code