Ытларикун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне янă Çырăвне тишкерсе хак парасси, унпа халăха тĕплĕнрех паллаштарасси тĕп вырăнта пулчĕ.
Пирĕн района çак кун ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина (ушкăн ертỹçи), Чăваш Республикинчи вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн тĕп врачĕн çумĕ Елена Иванова, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ — ЗАГС пайĕн начальникĕ Алексей Вязов, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори управленийĕн начальникĕ Оксана Такмакова пулчĕç.
Хăнасем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă хыççăн район центрĕнчи тĕп больницăн, Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕн, Аслă Таяпа ял тăрăхĕн ĕç коллективĕсене çитрĕç. Николай Петровичпа Елена Владимировна Елчĕкри почтамт, Елчĕкри ветеринари станцийĕн, Алексей Валерьевичпа район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ытти ушкăнсем районти ял тăрăхĕсенче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
В.СМИРНОВА.