Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Уяв журналистсемпе пичет ĕçченĕсене пуçтарчĕ

Уяв журналистсемпе пичет ĕçченĕсене пуçтарчĕ

Январĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă уяв журналистсене, полиграфистсене, пичет продукцийĕсене саракансене тата пичет ветеранĕсене пуçтарчĕ.

Паллă уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, Чăваш Республикин «Чăваш кĕнеке издательстви» патшалăх унитарлă предприятин директорĕ, Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ыттисем те хутшăнчĕç. Республикăри мĕнпур пичет ĕçченне уяв ячĕпе саламларĕç вĕсем, хыпарсене вăхăтлă тата професси тĕлĕшĕнчен çỹллĕ шайра çутатса пынăшăн тав турĕç, малашнехи ĕçре ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕç.

Патшалăх влаç органĕсенче тата массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен умĕнчи тĕп тĕллев — Чăваш Ен аталанăвĕшĕн тата халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕçлесси. Шăпах çакна палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ пичет ĕçĕнче тăрăшакансене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă тата ырлăх-сывлăх суннă май:

— Хăвăрăн ĕçĕре тухăçлă йĕркелесе пынă май эсир тĕрĕс хыпара халăх патне вăхăтлă илсе çитеретĕр. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйтусене халăха ăнланмалла çутатса паратăр.

Михаил Васильевич журналистсене хăйсен статйисенче ытларах ĕç çынни пирки çырма, тĕрлĕ профессине чунтан парăннă çынсем пирки туллин каласа кăтартма сĕнчĕ.

Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе доклад туса пачĕ, ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă май массăллă информаци хатĕрĕсенче, кĕнеке кăларас тата полиграфи ĕçĕнче тунă çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çул республикăри чылай хаçат, çав шутра 85 çул тултарнă «Елчĕк ен» хаçат та, сумлă юбилейĕсене паллă турĕ.

Пысăк çитĕнỹсемпе палăрнисем патшалăх наградисене тивĕçрĕç. Валерий Комиссаров тивĕçлисене Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ журналистсен премийĕсемпе чысларĕ.

«Елчĕк ен» хаçатăн редактор-консультанчĕ Оксана Николаевна Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. Оксана Иванова район хаçатĕнче 2008 çултанпа тăрăшать. Шаннă тивĕçе тỹрĕ та таса кăмăлпа пурнăçланăран вăл коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех хамăрăн ентешсем — Патреккелте çуралса ỹснĕ, халĕ Чăваш Енри ГТРК корреспондентĕнче тăрăшакан Алексей Енейкинпа Яманчỹрелĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ «Хыпар» хаçатра пай редакторĕнче вăй хуракан Надежда Смирнова К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ 100 çул çитнине халалланă конкурс çĕнтерỹçисен дипломĕсене тивĕçрĕç.

Елена ПЕТРОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code