Майăн 16-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен район территорийĕнче «Внимание — каникулы!» ятпа профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ.
Сăнанă тăрăх, çуллахи тапхăрта ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснă тĕслĕхсем нумайланаççĕ. Ку вăл вĕсен енчен тимлĕх чакнипе те, тĕрлĕ йышши транспорт шучĕ ỹснипе те çыхăннă. Хальхи вăхăтрах, акă, ачасем хăйсем мотоциклпа, мопедпа, скутерпа усă курнине асăрхатпăр.
Аса илтересшĕн: асăннă техника хатĕрĕсемпе ятарлă документ пулмасан çỹреме юрамасть. Ун пек чухне 16 çул тултарнă ачасене административлă майпа айăпласа 5 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ. Унтан кĕçĕнреххисемшĕн ашшĕ-амăшĕ явап тытать.
Ачасем хушшинче электросамокатпа усă курасси те ỹссе пырать. Анчах ку хатĕр çул-йĕр çинче питĕ тимлĕ пулма ыйтать. Хула урамĕсенче унпа пысăк инкеке лекнĕ е хваттерсенче пушарсем тухнă тĕслĕхсем те пур.
Велосипедпа çула тухнă май çулăн сылтăм енĕпе е тротуарпа пымалла. 14 çул тултарманнисен вара автоçул çине пачах тухма юрамасть.
Çул-йĕр правилисене пăхăнасси, техникăпа пĕлсе усă курасси пирки ачасене шкулта та, çемьере те час-часах ăнлантармалла.
А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.