Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Упи кинĕсем

Упи кинĕсем

Шăмалак ялĕ Патăрьел районĕнчи Упи ялĕпе кỹршĕллĕ. Ватă çынсем пирĕн яла ĕлĕкхиллех Начар Упи текенсем те пур. Шăмалак тата Упи ялĕсем хушшинче çĕршер çул хушши тачă çыхăну пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне хĕр панă, кин кĕртнĕ…

Патăрьел районĕнчи Красномайск ялне качча тухса ача-пăча çуратса ỹстернĕ, кунта ĕçлесе-пурăнса ирттернĕ Упи кинĕсем çинчен манăн сăмахăм. 1990 çулсенчех ватă çынсен аса илĕвĕсене шкул ачисенчен çырса илме ыйтнăччĕ. Халĕ вара, вĕсем тусан çăтса ан выртчăр, кун çути курччăр, терĕм.

Вăхăт хăйĕннех тăвать. Валя аппасем иккĕшĕ те пирĕн хушăра çук, Серафима аппа Красномайскинче пурăнать халĕ.

Ача чухне Шăмалакра пурăннă çынсен аса илĕвĕсемпе пирĕн ял çыннисен аса илĕвĕсем хушшинче пысăк уйрăмлăх çук. Хăрушă вăрçă çулĕсем, тертлĕ пурнăç. Çырмалла-и çавсене? Çырмалла.

Çĕнтерỹ уявĕ савăнăçлă çеç мар, хурлăхлă та. Пĕрисемшĕн вăл хурлăхлă савăнăç, теприсемшĕн савăнăçлă хурлăх пулнă тесен те йăнăш мар. Вăрçă синкерĕ кĕрсе тухман кил юлман ялсенче.

Çак материала, паллах, пичете маларах сĕннĕ пулсан, вырăнлăрах пулатчĕ. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă вăхăтри паттăрла ĕçĕсене республика шайĕнче паллă турăмăр. Апла пулин те вăл паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ.

Çак пулăмсем пирки маларах шарламан. Çавăнпа вĕсем аса илỹсенче те сахал. Ỹкĕнмелли кăна — ним те тăваймастăн.

Çырман кун пирки хаçатсем-журналсем,
Кунти ĕç-пуçсем «чĕмсĕр» пулнă.
Паман орденсем те Хисеп хучĕсем,
Çакман кăкăрсем çине медальсем,
Вĕсем Сăр хĕрнех тăрса юлнă.

Çапах та Аслă Çĕнтерỹпе Сăр шывĕ хĕрринчи паттăрла ĕçсене пĕр-пĕринчен уйăраймастăн.
Çак аса илỹсем Шăмалаксемшĕн çывăх пуласса шанатăп. Каласа паракансен калаçу чĕлхине май килнĕ таран улăштармасăр хăварма тăрăшрăмăр.

Сироткина (Краснова) Серафима Егоровна

Серафима аппа тесе чĕнетпĕр ăна ялта. Вăл 1926 çулта çуралнă. 1947 çулта Красномайскине Арсентий Евграфович Сироткина, вăрçă участникне качча тухнă, пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем.

«Вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ 15-ри хĕр ачаччĕ. Эпир хире тырă анине çумлама кайнăччĕ. Пире вара вăрçă пуçланнине хире пырса пĕлтерчĕç. Тепĕр куннех арçынсене, салтака юрăхлисене, илсе кайма тытăнчĕç. Манăн икĕ тетене те илсе кайрĕç. Атте ватă, ăна илмерĕç. Вара пуçланчĕ пирĕн ялта йывăр та нушаллă пурнăç. Эпĕ ку ялта пулман, Шăмалакра. Лашасене вăрçа илсе кайрĕç. Пĕтĕм ĕçе хамăрăн тумаллаччĕ. Никама шанмалли те çук. Шав вăрман касма илсе каятчĕç. Евлен аппана Улатăр енне, Сура шывĕ тăрăхне, окоп чавма илсе кайрĕç. Пĕтĕм çĕре çитнĕ эпĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе килте пулман. Ялта та çăмăл пурнăç кĕтсе тăмастчĕ. Пахчасене кĕреçепе чаваттăмăрччĕ, суха пуçне хамăр туртса улма лартнă, йăрансене кĕреçепе купаланă. Çимелли çителĕклĕ пулман, çăкăр çукчĕ. Мăянран пашалу пĕçернĕ. Вара мана ял хуçалăх шкулне вĕренме ячĕç. Унта эпĕ нумай вĕренеймерĕм, яла бригадир пулса ĕçлеме илсе килчĕç. Нумай ĕçлеймерĕм эпĕ, çулталăк та сакăр уйăх. Вăрçă 1945 çулта чарăнчĕ. Эпир Çĕнтерỹ кунне чат савăнăçпах кĕтсе илеймерĕмĕр. Пĕр тете, Çемен, вăрçă хирне выртса юлчĕ. Тепĕр тете — Леонид — офицерччĕ, Латвире службăрах юлчĕ, кайран генерал таран ỹсрĕ».

Мышова (Чернова) Валентина Никифоровна (1917-2002)

Вăл 1945 çулта Красномайскине Мышов Анатолий Григорьевича (вăрçă участникĕ) качча тухнă. Мăшăрĕпе 4 ача пăхса çитĕнтернă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

«Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 18 çулхи хĕр пулнă. Атте-анне килĕнче Шăмалак ялĕнче пурăннă. Вăрçă пуçланнине хирте ытти ял халăхĕпе пĕрле илтрĕм. Арçынсене повестка киле пуçларĕ, вăрçа илсе кайма пуçларĕç. Ялта вара хĕрарăмсем, ватă çынсем тата çамрăк ачасем кăна юлчĕç. Мĕнпур ĕç вĕсем çине тиенчĕ.

Кĕркунне енне кайсан пире Сура шывĕ хĕррине окоп чавма илсе кайрĕç. Ялта та çăмăл пулман, унта тата кансĕртерехчĕ. Часах тăшман Мускав патнех çитнине пĕлтĕмĕр. Çапах та СССР салтакĕсем тăшмана Мускав хули патĕнчен хăвалама пуçларĕç. Пире вара окоп чавма чарчĕç те киле ăсатрĕç.

Колхоза килсенех вăрман касма ячĕç, вутта Канаша ăсататтăмăр. Унтан таврăнсан пире заводсене вырнаçтарма пуçларĕç. Вĕсенче арçынсем сахалччĕ. Эпĕ вара çар заводне лекрĕм. Унта пĕр вăхăт хушши ĕçленĕ хыççăн мана председатель ял советне кассир пулса ĕçлеме куçарчĕ…

Çав вăхăтра налукне те нумай тỹлесе тăмаллаччĕ. Унсăр пуçне тата 40 кг какай, 100 штук çăмарта, сĕт-çу пама план панă. Кашнийĕнех заданисем пулнă, пурнăçламасан айăпланă. Пĕр заданине тултарсан, çийĕнчех тепри те килетчĕ. Алса-нуски, апат-çимĕç пухса фронта ăсатмаллаччĕ.

Çапла нумай нушаланнă, тертленнĕ вăрçă вăхăтĕнче. Ун чухне кашни киле тенĕ пекех «вилнĕ хутсем» киле пуçларĕç. Манăн тете тата унăн ывăлĕ пирки те хăрушă хыпар çитрĕ. Тете хыпарсăр çухалнă. Ывăлĕ вăрçăра суккăрланнă, вăл килне иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса таврăнчĕ, нумаях та пурăнаймарĕ.

Вăрçă чарăннине эпĕ рупортан илтрĕм. Çийĕнчех яла та пĕлтернĕ. Пирĕн çемьешĕн ку питĕ пысăках савăнăç пулмарĕ. Ман тетепе унăн ывăлĕ çак вăрçăра çапăçса çĕре кĕчĕç».

Сироткина (Леонтьева) Валентина Леонтьевна (1928-2005)

Валя аппа, Валя инке тенĕ ялта. Вăл Красномайскине Сироткин Николай Семеновича (вăрçă участникĕ) качча тухса 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.

«Вăрçă 1941 çулта июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă. Эпĕ вăл вăхăтра килтех пулнă. Çак хыпара пĕлсен халăхсем пăлханса кайрĕç, клуб умĕнче пухăнчĕç. Кĕтмен хăнасем Совет çĕрĕ çине шалах кĕрсе кайнă. Ялти арçынсене вăрçа илсе кайрĕç. Манăн аттепе тете те фронта кайрĕç. Колхозри лайăх лашасене те илсе кайрĕç. Ялти халăха та питĕ йывăр пулнă. Вĕсем çĕрĕн-кунĕн ĕçе çỹренĕ.

Вăрçă кунĕсем нумая пынипе, халăха йывăр пулчĕ. Эпĕ вăл вăхăтра 13 çулхи хĕр ача пулнă. Кайран, 14 çул тулсан, фермăра ĕçленĕ. Йывăр пулсан та фермăна пăрахман. Унта кролик, чăх, хур, сурăх, лаша, ĕне пулнă. Пĕр выльăха та пĕтерме тăрăшман. Колхозра ĕçлекенсене хиртех апат пĕçерсе паратчĕç. Ĕçлекен халăха çăкăр паратчĕç.

Хирти çĕрулмине кĕреçесемпе чавса кăларнă. Вăкăрсемпе ĕçленĕ. Колхозсем фронта валли тыр-пул ăсататчĕç. Халăх валли сахал юлатчĕ. Килрен киле ыйткалакансем çỹретчĕç. Ĕçрен таврăнсан салтаксем валли чăлха çыхаттăмăр. Мĕнле йывăр пулсан та колхозсене салатман. Вăрçа пирĕн ялтан пилĕк хĕре илсе кайрĕç, иккĕшĕ каялла таврăнаймарĕç.

Эпĕ çак ялта пулман. Пирĕн ялта — Шăмалакра тĕрме пурччĕ. Вĕсем вăрман касатчĕç. Лашасемпе ĕçлетчĕç. Тĕрмерен таракансем те пулнă.

Вăрçă чарăннине мана фермăра ĕçленĕ чух пĕлтерчĕç. Çак хыпара пĕлтерсен эпир ял варрине радио итлеме чупрăмăр. Савăннипе манăн куçран куççуль тухрĕ. Çав кун маншăн ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Хăшĕсем ашшĕсене, тетĕшĕсене кĕтрĕç. Вăрçăран таврăнайманнисен тăванĕсем сĕре хурланчĕç, çав шутра эпир те макăртăмăр. Вăрçăран нумайăшĕ инвалид, чăлах пулса килчĕç. Ман атте Сталинград патĕнче вилнĕ, тете Венгрире пуçне хунă. Тете парашютист пулнă. Вăрçă вăхăтне çапла чăтса ирттертĕмĕр».

ĂНЛАНТАРНИ:

Тĕрме пулнă тени тĕрĕс мар, анчах тĕрмере ларакансем çав вăхăтра Шăмалакра ĕçлесе пурăннă. Çав çынсем Свияжск-Ульяновск хушшинче чукун çул хывнă çĕре шпалсем тума йывăç хатĕрленĕ.

Петр СЕМЕНОВ çырса илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code