Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Елчĕк тăрăхне мăнаçлăх кỹчĕç: унăн ĕçчен çыннисем, тăванлăх, туслăх, юрату!

Елчĕк тăрăхне мăнаçлăх кỹчĕç: унăн ĕçчен çыннисем, тăванлăх, туслăх, юрату!

Хĕрỹ тапхăр — çур аки вĕçленнĕ хыççăн иртнĕ вырсарникун районта çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй уявĕ кĕрлесе иртрĕ.

Хăнăхнă йăлапа шăп палăртнă вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ĕçре малта пыракан тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕн хастарĕсем шăпăр кĕввипе тĕп сцена умне çывхарчĕç. Ун хыççăн районти культура ĕçченĕсем çăкăр çитĕнтерекен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр пуç тайнине сăнарлакан театрализациленĕ курава ĕненмелле уçса пачĕç. Çав вăхăтрах ака чемпионĕ Д.Марков («Прогресс» АХО), чи лайăх культура ĕçченĕ Ю.Петухов (Лаш Таяпа), чи лайăх спортсмен С.Львов (И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ) Акатуй ялавне çĕклерĕç. Пĕрлештернĕ хор «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх гимнне юрланă хыççăн уява савăнăçлă лару-тăрура пуçлани паллă пулчĕ. Раççейри культура еткерлĕхĕн, Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне тата Елчĕк районĕ 95 çул тултарнине халалланă, кăçалхипе 64-мĕш хут йĕркелекен çак уява район администрацийĕн пуçлăхĕпе — Леонард Левыйпа, район пуçлăхĕпе — Алина Васильевăпа пĕрле ытти сумлă хăнасем те: ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй А.Федорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Ю.Попов, П.Краснов, «Авангард» ОООн генеральнăй директорĕ Н.Курчаткин, республикăри АПК ветеранĕсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ В.Шадриков, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертỹçи Ю.Карпов, кỹршĕллĕ районсенчи администраци пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Елчĕк çĕрне юратса килнĕ çынсенчен кашнийĕ районта пурăнакан ĕçчен çынсен ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кĕскен чи кирлине палăртрĕ: «Кăçалхи çанталăк хресченĕн чăтăмлăхне çирĕп тĕрĕслерĕ: е чарăнмасăр çумăр лỹшкентерчĕ, е йывăç-тĕм чечеке ларнă вăхăтра юр ỹкрĕ, пăр çапрĕ. Çакна кура ака-суха ĕçĕсене йывăр условисенче пурнăçлама тиврĕ. Апла пулин те Елчĕк районĕнчи аграрисем хăйсен умне илнĕ тĕллевсене хальхинче те ăнăçлă пурнăçлама пултарчĕç. Республикăри ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, районти тыр-пул ăстисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал та чи пысăк лаптăкра акса хăварчĕç. Пархатарлă ĕçĕршĕн пурсăра та тавтапуç, — терĕ вăл. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ахальтен мар: «Елчĕк районĕ ỹсен-тăран культурисене çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе те кăтартусене çулсерен ỹстерсе пырать. Вăл республикăри чылай муниципалитетшăн ырă тĕслĕх», — тесе палăртрĕ. С.Артамонов вара чи малтан Елчĕксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пархатарлă ĕçшĕн тав туса çырнисене вуласа пачĕ.

А.Аксаков та: «Эсир мĕнпур енĕпе пултаруллă çынсем пулнине хăвăрăн кулленхи ĕçĕрпе, çитĕнĕвĕрсемпе çирĕплетсе паратăр. Йывăрлăхсене пăхмасăр пуласлăха çĕнĕ шанăçпа тинкеретĕр, район аталанăвĕшĕн вăй хуратăр», — терĕ уява хапăл туса çитнĕ халăх умĕнче.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов Елчĕк районĕнче Акатуй уявне çỹллĕ шайра йĕркелеме, çапла майпа пĕрлехи команда лайăх ĕçлеме пултарнине уççăн пĕлтернĕ: «Тăрăшса ĕçлекен çынна хавхалантарасси те тĕп вырăнта пулчĕ. Пĕр сехетре 85 çын сцена çине тухса награда илме ĕлкĕрчĕ. Уяв ирттермелли вырăна та тĕрĕс суйласа илнĕ. Пĕтĕм мероприяти куç умĕнче иртет». Çак сăмахсем çумне урăх хушса каламалли çук.

Мухтав сана, çĕр çынни!

Акатуйра мĕн авалтан ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ. Çак самант чи хумханулли, нумайлăха асра та юлĕ вăл.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн ĕç ăмăртăвĕн куçса çỹрекен кубокĕсене тата хаклă парнисене «Прогресс» АХО (комплекссем хушшинче) тата Ленин ячĕллĕ ЯХПК (отрядсем хушшинче) тивĕçрĕç. «Комбайн», «Рассвет» ЯХПКсем — 2-мĕш, «Яманчурино» тата «АСК-Яльчики» ОООсем — 3-мĕш вырăнсенче. Пропашнăй культурăсене çитĕнтерессинчи ăмăртура «АСК-Яльчики» ООО, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче В.Васильев хуçалăхĕ мала тухнине йышăннă. Ял хуçалăх техникине ака ĕçĕсене хутшăнма хатĕрлес ĕçре «Рассвет» ЯХПКна палăртнă. «Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн, ăна сыхланăшăн, тăпра пулăхне ỹстернĕшĕн» ăмăртура Ленин ячĕллĕ ЯХПК çĕнтернĕ. 2021 çулхи производствăпа финанс ĕçĕн кăтартăвĕсем тăрăх «Победа» ООО (икĕ енĕпе — экономика тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе), «АСК-Яльчики» мала тухнă. Малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе «Професси енĕпе чи лайăххи» ята тивĕçнисен ячĕсене хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ ĕнтĕ.

Чыслав саманчĕ нумай çыннăн кăмăлне çĕклерĕ. Мĕншĕн тесен ытти сумлă наградăсем те нумай пулчĕç. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Н.Логинов тракторист («Победа» ООО) РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Ю.Журавлев ферма заведующийĕ («Прогресс» АХО), Р.Квасов механизатор («Сатурн» ЯХПК), Ю.Уткин механизатор («Труд» ЯХПК) РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Н.Смирнов («ДПМК «Яльчикское» ООО строителĕ) «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ», Р.Парферьева (Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ) «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене, М.Катюкова тĕп бухгалтер (Ленин ячĕллĕ ЯХПК), А.Теллина выльăх-чĕрлĕх пăхакан («Комбайн» ЯХПК), А.Трофимов склад заведующийĕ («АСК-Яльчики» ООО) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене, А.Алексеев механизатор («Эмметево» ООО), «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ В.Сядуков, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов, Çирĕклĕ Шăхаль ял старости С.Перепелкин РФ Патшалăх Думин депутачĕн А.Аксаковăн Тав çырăвĕсене, А.Перцева выльăх-чĕрлĕх пăхакан («Комбайн» ЯХПК), М.Печкова доярка (Ленин ячĕллĕ ЯХПК), В.Розанова пăру пăхакан («Сатурн» ЯХПК), В.Сергеев рабочи («Победа» ООО), В.Соловьев водитель («Прогресс» АХО), А.Уткина пăру пăхакан («Труд» ЯХПК), Н.Яковлева бухгалтер («Рассвет» ЯХПК) ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, И.Архипова лаборант («АСК-Яльчики» ООО), С.Бобров слесарь («Сатурн» ЯХПК), А.Владимиров тĕп агроном («Прогресс» АХО), В.Иванов тракторист-машинист («Рассвет» ЯХПК), В.Соколов механизатор (Ленин ячĕллĕ ЯХПК) ЧР Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, О.Гаврилова тĕп экономист («Прогресс» АХО), В.Мартынов водитель («Чăвашъенкрахмал» ООО), Н.Николаева социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ, И.Петров бухгалтер-кассир («АСК-Яльчики» ООО) ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, Н.Архилина воспитатель («Шевле» ача сачĕ) ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне, П.Смирнов инструктор-методист ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотине, Э.Антонова оператор («Елчĕкри сĕт-çу завочĕ» ООО), А.Гаврилова доярка («Рассвет» ЯХПК), В.Данилов инженер («АСК-Яльчики» ООО), П.Иванов тракторист-машинист («Клевер» ООО), Н.Матросова ĕне ферми заведующийĕ («Труд» ЯХПК), А.Патшина аппаратчик («Елчĕкри сĕт-çу завочĕ»), Л.Серебров агроном («АСК-Яльчики» ООО), Л.Чернова тĕп бухгалтер («Победа» ООО) район администрацийĕн Хисеп грамотисене, Т.Никифорова доярка («Эмметево» ООО) район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Асра юлмалли тепĕр самант — хамăр ентеше, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ОООри компани президентне Ю.Попова, Патреккел халăх хорĕн хормейстерне Г.Борисова «Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чыслани пулчĕ. Унсăр пуçне, Елчĕк районĕ 95 çул тултарнине халалласа асăнмалăх кăларнă малтанхи 6 юбилей медальне Социализмла Ĕç Геройне Н.Панкратова, СССР халăх учительне П.Чернова, «Фармация» патшалăх предприятийĕн ертỹçине, район пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Р. Молодовăна, нумай çул КПСС Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă В.Шадрикова, район администрацийĕн пуçлăхĕнче вăй хунă А.Молоствовпа Н.Миллина пани те пысăк сум.

Кĕреке тулли те пуян

Кашни ял тăрăхĕнчи хăна çуртĕнче чăвашсен йăли-йĕркине, пурнăçне сăнарласа паракан пуян экспозици хатĕрленĕ.Ял тăрăхĕсем ăна кашни çул пĕр-пĕринпе ăмăртмалла илемлетеççĕ.

Унсăр пуçне, вĕсем хăйсен ял тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ паллă çынсене сума сунине, вĕсемпе тивĕçлипе мухтаннине çирĕплетсе хатĕрленĕ ятарлă стендсем аякранах çын куçне курăнчĕç. Тутлă ĕçме-çимене сĕтел урисем аран чăтса ларчĕç. Вĕсенче пулса курнă май анатри чăвашсен авалхи тĕрри-эрешĕ çак таранчченех епле тирпейлĕн упраннине курма пулчĕ.

Пултарулăх ушкăнĕсем хăнасене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Тараватлă, ăшпиллĕ кил хуçи техĕмлĕ, шерпет пек сиплĕ сăрипе сăйларĕ. Авалхи чăвашсен рецептне тĕпе хурса вĕретнĕ хăмла сăри пуçа та аванах каять. Ял çынни сухапуç уявĕнче чунне ирĕке яратех çав, хăй килне сăра ĕçме кỹрши-аршине те тараватлăн йыхравлать.

Пурин кĕреки те тулли, пуян. Çакна кура жюри членĕсене чи лайăххисене суйласа илме те çăмăлах пулмарĕ — нихăшне те кỹрентерес килмерĕ. Апла пулин те тĕплĕн хакланă хыççăн çапла палăртнă: 3-мĕш вырăн — Тăрăм ял тăрăхĕн кил-çуртне, 2-мĕш — Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн кил-çуртне, Кĕçĕн Таяпасем — пĕрремĕш.

Суту-илỹ сентрисем кăчăк туртрĕç

Обществăлла апатлану тата промышленность таварĕсемпе суту-илỹ тăвакан лавккасем ирхине-ирех ĕçлеме пуçларĕç.

Вĕсен хуçисем çĕр каçа та çывăрманни, паллах. Таçтан та килсе çитнĕскерсем, тул çутăлма тытăннă çĕре ипподром çул хĕррипе палаткăсене карма та тытăнчĕç. Туянакана илĕртмелле вырнаçтарнă сентресем çинче куллен кирлĕ пур тавар та куç умĕнче. Тĕрлĕ сиплĕ курăкран тата улма-çырларан ятарласа хатĕрлекен чейпе, пылак апат-çимĕçпе сăйланма юратакансем «Чайная пьяница», «Пряности и орешки», Ростов-на-Дону хулинче туса кăларакан чĕлхене çăтса ямалла тутлă халва сутакан павильонсен умĕнчен те чарăнмасăр иртме пулмарĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен пахалăхлă çак продукчĕсене Елчĕксем кашни çулхи Акатуйра хăйсем валли анчах мар, хăнана кучченеçпе кайма та хапăл туса туянаççĕ.

Уявра яланхи пекех Кỹкеçри «Паха тĕрĕ» фирмăн тĕрлесе эрешленĕ чăвашсен тĕрлĕ çи-пуçне туянма пулчĕ. Сăмах май, районта пурăнакансем халĕ нумайăшĕ Акатуй уявĕнче ятарласа наци тумне тăхăнасси йăлана кĕчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, тĕп хуларан килсе çитнĕ хăнасемпе районти ытти арçын ертỹçĕсем тăхăннă шурă кĕписене чăваш тĕрриллĕ галстуксем илем кỹреççĕ. Çакă чăн чăвашăн Акатуй уявĕн ят-сумне тата ỹстернĕн туйăнать.

…Çак вăхăтра шашлăк та пиçсе çитрĕ, тĕтĕмленĕ аш-пăш шăрши таврана сарăлчĕ. Ăна темиçе çĕрте те сутрĕç. Апла пулин те хăш-пĕр хуçасем хальхинче уява тăрăшса тата тĕплĕнрех хатĕрленнине куратпăр. Вĕсем хăйсем патне çынсене ытларах илĕртес тата хăнасене рехетленсе канма май туса парас тĕллеве малти вырăна хунине тивĕçлипе хакламалăх пур. Çаврăнăçуллă предпринимательсем шашлăкпа сăйланма ретĕн-ретĕн ятарласа вырнаçтарнă çирĕп те анлă сĕтел-пукана çи виттипе те çыхăнтарнă.

Вырăнти «Кулибинсемпе» тăм шăхличĕ ăстисем

Килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă чухне усă курма питех те кирлĕ техникăна хăйсен аллипе ăсталаса «чун» кĕртекен чăн-чăн маçтăрсем те сахал мар пирĕн районта.

Кашни çул Акатуйра техника куравĕн речĕпе иртнĕ чухне кунта нумай çын — çамрăксем те, ватăсем те кĕпĕрленсе тăнине куратпăр. Хальхинче те вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ трактор-мотоблоксене курса хак пачĕç. Тăрăм ялĕнче пурăнакан Герман Егоров çĕр улми кăларакан копалка та ăсталама мехел çитернĕ. Пĕчĕк тракторĕ çумне çаклатнă çак агрегата вăл кăçал пуçласа çынсене кăтартрĕ. Кунтах меллĕ савук вырнаçтарма та ăс çитернĕ вăл, унпа кирек мĕнле япалана та агрегат çине çăмăллăн тиеме, пушатма та пулать.

Аслă Елчĕксем те мĕнпур енĕпе пултаруллă çав. Дмитрий Егоркинпа Алексей Чернов, Николай Катайкин та килти хуçалăхри нумай йывăр ĕçе хăйсен аллипе ăсталанă техникăпа усă курса пурнăçлаççĕ. Çемьене мĕн тери çăмăллăх! Елчĕкри Анатолий Яковлевпа Сергей Васильев, Василий Тябуков, Таяпа Энтринчи Сергей Яковлев та вĕсенчен юлмаççĕ. Василий Тябуков пирки: «Ушкăнри чи çамрăк «Кулибин», — тенĕ пулăттăмăр.

…Акатуй тăм шăхличĕ сассипе илемлĕ. Уява районта çулран-çул лайăхрах, тивĕçлĕ шайра йĕркелессипе пысăк вăй хураççĕ пулин те шăхличĕ сасси, ача чухнехипе танлаштарсан, аякка ян! каймасть. Пурпĕрех, шăхличĕ сутакан, ăна хăй аллипе ăсталакан пĕр çын тупăнчĕ — Марина Алянгина. Паллашрăмăр, вăл Лаш Таяпа ял тăрăхне кĕрекен Адиково поселокĕнче çуралса ỹснĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать пулин те тăван районти Акатуя килме малтанах хатĕрленнĕ. Марина шăхличĕ сутса пуйма шутламасть: тĕп ĕçрен пушаннă вăхăтра анчах аппаланать вăл çак ĕçпе. Апла пулин те тăм çăрса шăхличĕ ăсталасси уншăн чун канăçĕпе пĕр тан. Вăл сăваплă професси çынни — медицина ĕçченĕ. Сăмах май, юнашарах Маринăн тетĕшĕ — Леонид. Вăл та пысăк ăстаçă. Шупашкарти педагогика институтĕнче художествăпа графика факультетне пĕтернĕскер, йывăçран касса тĕрлĕ япаласем ăсталассипе республика шайĕнче палăрнă.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code