Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тутарсемпе юнашар

Тутарсемпе юнашар

Хăвăлçырма ялĕпе юнашар Тутар Республикине кĕрекен ялсем вырнаçнă: Кайăксар, Кивĕ Пăва, Хăрнаш, Чутей… Вĕсенче чылайăшĕнче тĕне кĕнĕ тутарсем пурăнаççĕ. Кайăксар ялне икĕ пая тарăн çырма уйăрать: пĕр енче мусульмансем, тепĕр енче тĕне кĕнĕ тутарсем. Пирĕн ял тата Кỹлпуç халăхĕ тутарсемпе авалтанпах килĕшỹре пурăнаççĕ. Эпĕ çамрăк чухнех пирĕн пата Чутей тутарĕ Хветляк килсе çỹретчĕ. Мăшăрăм та Кальян ятлă тутарпа туслă пулнине калатчĕ.

Эпĕ пенсие тухни 38 çул çитрĕ ĕнтĕ. Çамрăк чухне упăшкапа Чутейре пурăнакан Никмадзян Сабирович патне хăнана çỹрени асра. Тутарсен йăли-йĕрки, вĕсем уявсене мĕнле ирттерни интереслĕччĕ маншăн. Сĕтел çинче пысăк сăмавар чашлатса ларатчĕ вĕсен. «Грузинский» текен чейпе сăйлатчĕç. Кашни пысăк уяврах сурăх пуснă, ăна тушкипех ярса яшка пĕçернине пĕлтĕм ун чухне.

Тутар ялĕсен урамĕсемпе иртнĕ чух çамрăк ачасем те хăнана чĕннине пĕрре анчах мар илтме тỹр килнĕ:

— Аппа, чей ĕçме кĕр.

Тусăмăрсем хамăр патне те час-часах килсе çỹретчĕç. Ялта вара чылай хуçалăхăн хăйсем хисепленĕ тутарĕсем пурччĕ. Пурнăç улшăнса пынă май туслă çыхăну майĕпен пĕтсе пычĕ. Ĕлĕкех тутарсемпе тăванлашнисем икĕ ялта та пайтахчĕ. Тутар хĕрĕсене качча илсе çемье çавăрнă, чăваш хĕрĕсем тутара качча тухнă тĕслĕхсем те сахал марччĕ.

Чăваша качча тухса ĕмĕр ĕмĕрленĕ Феодора (Хветура) Кириллова пирки каласа парас килет. Вăл 1928 çулта Кайăксар ялĕнче ноябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Шкул хыççăн çамрăкскер сурăх фермине ĕçлеме вырнаçнă. Унăн ашшĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ пулнă, йывăр аманса таврăннăскер часах çĕре кĕнĕ. Амăшĕ вара икĕ çамрăк хĕрпе тăлăха тăрса юлнă. Йăмăкĕ йывăр чире пула вилнĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçлансан 18 çул тултарнă хĕре вăрçа кайма повестка панă. Урам тăрăх тутăр вĕçтерсе, салтак юрри юрласа çỹренĕ хыççăн хĕре Канашри çар комиссариатне илсе çитернĕ. Кунтан вара ăна пĕр хулари çар заводне илсе кайнă.

— Снаряд тунă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Снарячĕсем питĕ йывăрччĕ, — аса илетчĕ Хветура аппа.

Çак йывăр ĕçе чăтаймасăр заводран тухса тарать хĕр, анчах та ăна часах тытса чараççĕ, Свердловск облаçĕнчи пĕр яла вăрман касма илсе каяççĕ. Вăрман касас ĕç те çăмăл пулман. Пăчкăпа алă вĕççĕн каснă йывăçсене. Норма тултарсан вара 200-шер грамм çăкăр панă. Паттăр хĕр икшер норма тултарса 400 грамм çăкăр илме пултарнă. Çĕпĕрти шартлама сивĕ çамрăк хĕре пĕрре те хĕрхенмен. «Урасем шыçса, шăнса каятчĕç. Кăшт та пулин ăшăнас тесе пĕçĕсене, урасене улăмпа йăваласа çыхаттăмăр», — каласа паратчĕ кинеми. — «Кунне икĕ хут апат çитеретчĕç. Яшки ăшăччĕ-ха, анчах питĕ шĕвĕччĕ: çĕр улми тата купăста татăкĕсемччĕ. Çисе тăраннине те пĕлместĕм-ĕрччĕ. Хырăм сĕтел хушшинчен тухсанах выçатчĕ. Ял çыннисен пурнăçĕ те ансат пулман. Вĕсем пирĕн поварсем кăларса тăкнă çĕр улми хупписене киле-киле пуçтарса каятчĕç, унпа яшка пĕçернине калатчĕç. Вăрçă чарăнсан яла таврăнтăм. Анне пĕччен пурăнать. Çиме апат, кăмака хутма вутă çук. Ялта кашкăрсем хуçаланатчĕç, çĕрĕ-çĕрĕпе вĕсем уланине итлеттĕмĕрччĕ. Каярах колхоз майĕпен аталанма пуçларĕ. Кăштах та пулин ăшăнас тесе çĕрле аннепе хиртен улăм илсе килсе кăмака хутаттăмăр. 1947 çулта хам пекех тăлăх йĕкĕте, вăрçăран аманса килнĕскере — Хăвăлçырмара пурăнакан Çумка Кириллова качча килтĕм. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн укçа-тенкĕ пухкаласа пысăках мар çурт лартрăмăр». Хветура пахча çимĕç туса илес енĕпе ĕçленĕ. Çумка — колхозра, платникре тăрăшнă. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ мăшăр: икĕ хĕр ача та виçĕ ывăл. Ачисем те хăйсем пекех хастар çитĕннĕ. Колхоз вăйланса пынă май çемье кĕçех пысăк çурт лартса хунă. Икĕ хĕрĕ ялтах качча тухса çемье çавăрнă.

Хветура тивĕçлĕ канăва тухсан та пушă лармарĕ, колхоз столовăйĕнче вăй хучĕ. Ырми-канми ĕçлесе сахал мар наградăна, тав сăмахĕпе парнесене тивĕçнĕ вăл. Упăшки, Семен Игнатьевич, ялти шкулта завхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнакан çемьере мăшăрĕ арăмне Федора Сергеевна тесе чĕнетчĕ. Шел те, паянхи кун вĕсем пирĕнпе çук. Вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттерчĕç Кирилловсем.

Исония ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Çумка тетепе Хветура аппа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code