Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир чĕнет!

Уй-хир чĕнет!

Тĕрĕссипе, район уй-хирĕсенче хĕрỹ вăхăт маларахах пуçланнă: нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксене çулнинчен ĕнерхи кун тĕлне 41328 тонна сенаж (фермăри ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлин 97 проценчĕ чухлĕ), 4566 тонна (69 процент) утă хывнă. Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Июлĕн 21-мĕшĕнче хăнăхнă йăлапа, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тыр-пул пухса кĕртме мĕнле хатĕрленнине районти комиссипе тĕрĕслесе хак панă хыççăн, вырăна тухса йĕркелекен пĕрлехи анлă канашлу пулса иртрĕ. Унта ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агрономсемпе инженерсем хутшăнчĕç. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ.

Хальхинче вăл Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн никĕсĕ çинче иртни ахальтен пулмарĕ. Мĕншĕн тесен тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнмасăр аталану çулĕ çине тăнă — çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан çак хуçалăхра курмалли, каласа кăтартмалли те сахал мар. Кăçалхи çур аки вăхăтне аса илес пулсан, йывăр çанталăк условийĕнче те ĕçе пĕлсе, яваплăха туйса йĕркеленине, çĕр ĕçченĕсем пĕр чăмăра пĕрлешсе вăй хунине кура кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехникăна пăхăнса пуринчен малтан акса хăварнă. Малтан акнă вăрлăх, паллах, сая та кайман. Аслă Елчĕксем вырма каçалăкне уçакансем те хăйсемех пулчĕç. Хуçалăхра ытларикун апрелĕн 29-мĕшĕнче акнă пăрçана çулма тухрĕç. 60 гектар çинче çитĕннĕ «Ульяновец» сортлă пăрçа уйĕнче пулса курнă районти агрономсем ун чухнех ăна тепĕр 4-5 кунран çулма тухма пулнине палăртрĕç, тухăçĕ те пысăк пуласса курса ĕненчĕç. Сăмах май, уйра малтанласа Александр Филимонов механизатор пĕчченех «хуçаланчĕ», вăл пăрçана КСУ-1 агрегатпа çулса кушăхтарма паккуссене хыврĕ. Ĕнер вара Сергей Шепинов «Агрос-585» комбайнпа пăрçана çапса тĕшĕлеме тытăнчĕ.

Хуçалăхра пĕтĕмĕшле ỹсен-тăран культурисем 1680 гектар шутланаççĕ. Çав шутран тĕш тырă лаптăкĕ — 1001 гектар. Ĕç калăпăшĕ самай пысăк пулсан та Валерий Падуев председателе çакă ытлашшиех шухăшлаттарманни сисĕнет. Мĕншĕн тесен малтан мала курса ĕçлеме, тĕрĕс йышăнусем тума хăнăхса çитнĕ ертỹçĕ ĕçе чăрмавсăр пурнăçлама пулăшакан мĕнпур майсене шута илет. Ку чухне, паллах, çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессинче хальхи йышши техникăпа усă курни чи кирли пулса тăрать.
Çакна асра тытса хуçалăхра техника паркне тăтăш май пур таран çĕнетсех тăраççĕ. Юлашки 3 çулта анчах инвестици кредичĕпе тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса пурĕ 54,974 миллион тенкĕлĕх 18 единица чухлĕ çĕнĕ ял хуçалăх техники туяннă. Тĕш тырă упрамалли пысăк склад (2000-е яхăн тăваткал метр) хута янă.

Канашлăва хутшăннисем Владимир Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕн уйĕсене те çитсе курчĕç. Вĕсем тыр-пул туса илессипе сарăлнă ăмăртура хăйĕн тивĕçлĕ тỹпине хывакан фермерăн ĕçне тивĕçлĕ хак пачĕç.

…Çĕр çыннин кашни кунхи ĕçĕ çут çанталăкпа тỹррĕнех çыхăннă. Кăçал хĕрсе тыр-пул акмалли вăхăтра чарăнмасăр çумăр çурĕ, тăпрара нỹрĕк ытла нумай пулнăран, анасем çине кайран та техникăпа аран-аран кĕме пулчĕ. Акана каярах вĕçлени вырма вăхăтне те тытса тăчĕ. Иртнĕ çул июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне 6 ял хуçалăх предприятийĕнче тыр-пул пухса кĕртме тухнă пулсан, кăçал апла калаймăн.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем черетлĕ вырма ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине пĕтĕмлетнĕ май 23626 гектар çинчи тĕш тырă культурисене пухса кĕртме 80 комбайн хутшăннине, пĕр комбайн пуçне шутласан, 295 гектар ĕç калăпăшĕ тивĕçнине аса илтерчĕ. Паллах, тĕл пулма пултаракан йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăчĕ. Çанталăк кăларса тăратнă условисене пула тĕш тырă культурисен 6574 гектарне (28 процент) уйрăммăн çапса тĕшĕлеме тиветех. Петр Тремасов шухăшĕпе, палăртнă лаптăкри тырра малтан вырса кушăхтарни шанчăклăрах, çакă алла ытларах тухăç илме те май памалла. Уй-хирсенчи тыр-пул епле çитĕннине сăнанă тăрăх, специалистсен шучĕпе, пỹлмесем кăçал та тулли пулмалла. Агрономсем палăртнă тăрăх, тухăç районĕпе илсен вăтамран 32 центнертан кая мар пулмалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Аслă Елчĕк ял администрацийĕпе вырăнти ял хуçалăх предприятине пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçлесе пынине кура ял тăрăхĕн территорийĕнче пĕтĕм çĕрте йĕркелĕх хуçаланнипе кăмăллă пулчĕ. Унсăр пуçне, уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха тăкаксăр пухса кĕртесси тата вырма ĕçĕсене инкек-синкексĕр ирттересси пирки те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Тĕрĕсех, ун пекки сиксе тухас пулсан пысăк кăтартусем те куçа курăнмĕç…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code