Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан

Шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан

Курнавăшри тăхăр ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕ Петя Смирнов, ывăлсенчен кĕçĕнни пулнăран, тĕп килте тымар янă. Ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕн кăвайтне сỹнме паманни ăна пурнăçра вăй-хăват, хастарлăх парса тăнине чун-чĕрипе туять вăл. 7 çулта чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă арçын ача пиччĕшĕсем çине таяннă. Лешсем, ăста спортсменсем, шăллĕне ĕçе хăнăхтарнă, спортпа туслаштарнă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне вара хăйсемпе пĕрле ялти футбол, волейбол командисене кĕртсе вăй-халне пиçĕхтернĕ.

Каччă хăй те спорт енне туртăннă. Ăмăртусенче малта пулайман пулин те — кая та юлман. Кĕнеке вулама юратнăран «Хатĕр пул» журналпа, «Пионер сасси» хаçатпа туслă çыхăну тытнă. Уйрăмах унти викторинăсене хастар хутшăннă. Чи пĕрремĕш сăввине те унтах ярса панă харсăр шкул ачи.

Юрлас туртăма аталантарса парта хушшинче ларнă чухнех класпа сцена çине тухнă, пĕччен те юрланă. Музыка тĕнчи паян та çывăх ăна. Пушă вăхăт тупăнсан, паллакансем ыйтсан диджей тивĕçне те пултарать.

Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Петр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультечĕн промышленноçпа граждан строительствин профессине илес тесе ăсталăха туптать. Вĕреннĕ вăхăтрах ăна çара илсе кайнă. Инçет Хĕвел тухăçĕнче икĕ çул службăра тăнă каччă.

1989 çулта дипломлă çамрăка «Нива» колхозра хапăл туса кĕтсе илнĕ. Шкул ачи чухнех тăван уй-хирте тар тăкнă арçын ачан ĕçлес хастарлăхĕ пысăккине, юлташĕсемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсене ертсе пыма пултарнине курса ăна спорт енĕпе инструктор тивĕçне пурнăçлама та шанаççĕ. Çав вăхăтрах хуçалăхри комсомолецсен вожакне суйлаççĕ.

Яш-кĕрĕмпе пĕр сăмахра пурăнакан çамрăк ялта спорта аталантарас енĕпе тимлеме пуçланă. Хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте тăрăшакан çамрăксемпе, вăйпитти çынсемпе тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Кỹршĕ районсемпе футболла, волейболла вылясси уйрăмах вăйлă аталаннă вăл вăхăтра. Строитель пулнăран çамрăка ялта хоккей коробки ăсталасси те çăмăллăн килнĕ. Хĕл кунĕсенче хоккей вăййи Курнавăш тăрăхĕнче кĕрлесе тăнă ун чухне.

Шăпа ăна культура сферине илсе çитернĕ. 2004 çултан пуçласа 2016 çулччен тăрăшнă Петр Васильевич ку тытăмра. Çак тапхăрта ялти культура çурчĕн ертỹçи пуçаруллă пулнипе икĕ хутчен çурта тĕплĕн юсама май килет. Вăлах культура çурчĕсене «кăвак çулăм» илсе çитерес тесе мĕн чухлĕ тăрăшман-ши! Çулталăк хушшинче районти 12 культура çуртне газ кĕртнинче унăн тỹпи те çук мар.

Культурăра 13 çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă вăхăтра Курнавăшсем «Чăваш Республикинчи культурăн чи лайăх никĕс учрежденийĕ» ята çĕнсе илнĕ. Тăватă хутчен «Районти чи лайăх культура учрежденийĕ» тата Петр Смирнов хăй тăватă хутчен «Районти чи лайăх культработник» ятсене тивĕçме пултарни те ертỹçĕпе культработниксен пĕрлехи ĕçĕ лайăх курăнать.

Ял халăхĕн пушă вăхăтне усăллă та культурăллă ирттерессишĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăракан çĕнĕ ятсене шыраса тупас тĕллеве ытларах мала хурса тăрăшнă. Шкулти «Грация» хореографи конкурсне район шайне кăларниех мĕне тăрать! Районти кашни шкул, культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕсем Курнавăш сцени çинче хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланине куракансем халĕ те ăшшăн аса илеççĕ. Елена Цветкова, Ксения Смирнова, Рина Светопольская юрлас ăсталăхне кăтартса «Кĕмĕл сасă», «Мехел» конкурссене çитнĕ. Çак çулсенчех вăл район депутачĕсен Пухăвĕн 5 созывĕн депутачĕн тивĕçне те чыслăн пурнăçланă. Паян та П.Смирнов тăван халăхпа юнашар. Вăл Курнавăш ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ.

Пурнăç пăрăнчăкĕсем Петр Васильевича Елчĕке илсе кайнă. Шанса панă кирек мĕнле тивĕçе те чун ыйтнă пек çирĕп те пĕлсе пурнăçлама хăнăхнă арçын район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайне спорт енĕпе ĕçлекен специалиста, кăштахранах А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне инструктор-методиста вырнаçнă. Унтанпа сисĕнмесĕрех пилĕк çул иртсе кайнă.

Шăпах вăл çĕнĕ должноçа пуçăннă вăхăтра ял çыннисем хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине вăйлатас тапхăр пынă. Районта пурăнакансене спортпа туслаштарса тĕрлĕ ăмăртусем ытларах та ытларах ирттерме пуçăннă. Çав вăхăтрах ача садĕнчен пуçласа аслă ỹсĕмрисене «Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр» пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарса çỹренĕ. Петр Васильевича шăпах ГТО нормисене тестировани тăвакан районти центрĕн тĕп судйине лартнă. Спорта нихăçан та аяккине тĕртсе яман хастар арçын çĕнĕ ĕçе хăвăрттăн алла илнĕ. Хăйне вăл палăртнине тĕплĕн пурнăçлакан, пуçаруллă та яваплă çын пулнине çийĕнчех кăтартнă. Елчĕксем кĕске вăхăт хушшинчех спортра курăмлă кăтартусемпе палăрнинче, паллах, унăн тỹпи пысăк. Юлашки виçĕ çулта ГТО нормисене тултарас енĕпе район пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

— Çитĕнỹсем, паллах, пĕччен ĕçленипе пулаймаççĕ. Ỹсĕмсен çăлкуçĕ — ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи кашни тренер-преподаватель, шкулсенчи физкультурниксем пĕрле килĕштерсе, ырми-канми ĕçленинче, — тет Петр Васильевич.

Юлашки çулсенче район массăллă спорта аталантарас енĕпе республикăра чи лайăххи. Иртнĕ çул ку енĕпе те пĕрремĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Ĕçри пысăк ỹсĕмсемшĕн панă наградăсен шучĕ те çук Петр Смирновăн. Чи хакли вара уншăн коллектив, ял-йыш хисепĕ. Паян ăна ача садне çỹрекен те, ватти те лайăх паллать. Кашни коллективрах пулса сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллеве мала хурса пурне те районти стадиона йыхравлать. Елчĕкре вара ỹт-пĕве пиçĕхтерме мĕнпур майсем çителĕклĕ, çуран чупма та, волейболла выляма та, тĕрлĕ хусканусем тума та культурăпа кану паркĕнче тренажерсем вырнаçтарнă.

Физкультурниксен профессийĕ кăткăс та яваплă пулни çеç мар, тĕрлĕ шайри ăмăртусене çынсене пуçтарса илсе каясси пĕрре те çăмăл мар. Пĕринпе калаçмалла, теприне ỹкĕтлемелле, виççĕмĕшне йăпăлтатмалла… Шăматкун ытларах республикăри тĕрлĕ ял-хуласене тухса çỹреме тивет, çапах нихăçан та ỹпкев сăмахĕ илтеймĕн физкультурниксенчен. Районта хăйсен профессине юратакан спорт тусĕсем ĕçлени кăмăла çĕклет.

— Юнашар ăнланакан мăшăр пулмасан физкультурникре ĕçлеме çăмăл мар. Акă, хальхи вăхăтра севок касмалла, пирĕн вара çемьесене ăмăртăва илсе каймалла. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакан çемьесен хĕрỹ тапхăр, вĕсене хăйсен кулленхи ĕçĕнчен мĕнле уйăрмалла. Спорта чун-чĕрепе парăннă çынсем пурришĕн савăнатпăр эпир. Тавах спортпа туслă çынсене, район патриочĕсене, — тет Петр Васильевич.

Çав вăхăтрах вăл хастар ĕç ветеранĕсене — Вера Васильевăна, Николай Павлова, Михаил Скворцова ырăпа аса илет. Вĕсем аслă ăрурисене тĕрлĕ шайри ăмăртусене илсе тухма пулăшаççĕ те.

Петр Васильевич виçĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Мал ĕмĕтлĕ строитель культура енĕпе пĕлĕвне анлăлатнă. Куçăмсăр майпа физкультура учительне вĕреннĕ. 37 çул ĕç стажĕ пухнă Петр Смирнов нихăçан та аптăраса ỹкмест, шав малалла талпăнать.

Петр Васильевич мăшăрĕпе, Наталия Васильевнăпа, икĕ хĕр ỹстернĕ. Наташа хальхи вăхăтра ялти почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшать.

Смирновсен аслă хĕрĕ, Ксения, Коми Республикинче Патшалăх Канашĕнче юристра, хими учителĕн дипломне алла илнĕ Света Мускаври шкулта ĕçлеççĕ. Хĕрĕсем икĕ мăнук парнеленĕ кукашшĕпе кукамăшне. Инçе çула пăхмасăр ашшĕпе амăшĕ кашни çул хĕрĕсем патне çитсе курма, çывăх çыннисене ял кучченеçĕсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Мăнукĕсемшĕн каçса каякан кукашшĕ ăста водитель пулнăран хăйсен çăмăл автомашинипех инçе çула парăнтарать…

В.ВАНЮШКИНА.

Сăн ỹкерчĕкре: П.Смирнов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code