Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тĕп тĕллев яланхиллех — ăс, воспитани парасси

Тĕп тĕллев яланхиллех — ăс, воспитани парасси

Учительсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ иртнине пĕтĕмлетмелли, малашлăхри çул-йĕре пĕрле палăртса сỹтсе явмалли, çĕнĕ вĕренỹ çулне старт илсе вăй-хăвата тишкермелли, умри çивĕч ыйтусене çĕклемелли, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе задачăсене тивĕçлипе пурнăçламалли чи ырă пулăм пулса тăрать. Пĕр кун маларах вĕрентекенсемпе воспитательсем Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 14 тĕрлĕ секцире умри çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

Пĕрлехи лару Елчĕкри клуб тытăмĕнче иртнĕ. Фойере ача сачĕсемпе шкулсем хăйне евĕрлĕ илĕртỹллĕ «Эпĕ педагогикăра чун туртăмне тупнă» куравсем йĕркеленĕ. Вĕрентекенсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, хăнасем выставкăсемпе кăсăкланса паллашнă. Кашни шкул представителĕ хăйсен ĕçĕсем пирки тĕплĕн, кăсăкланса паллаштарнă. Шкул ачисем «Тавтапуç, учитель!» акцие хутшăнса канашлăва пухăннисене открыткăсем парнеленĕ.

Кăçал кашни шкулти линейка Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕкленинчен, гимн юрланинчен пуçланнăран канашлу та кадетсем ялавсем йăтса кĕнинчен пуçланчĕ. Чун-чĕрене хăпарт-лантаракан гимн Тăван çĕршывпа мăнаçланма хистекен туйăма вăйлататех çав. Яланхиллех чи малтан Раççей çут ĕç министрĕн Сергей Кравцовăн видеочĕнĕвне итлерĕç. Унтан район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова «Воспитани — паянхи вĕрентĕвĕн стратегиллĕ тĕллевĕ» темăпа тухса калаçрĕ.

Районти шкулсене кăçал 1498 ача, вăл шутран 118-шĕ пĕрремĕш класа каять.

Шкулчченхи вĕренỹ тытăмĕнче — 3 ача сачĕ тата шкулти 12 ушкăн. Вĕсене 410 ача çỹрет. Пепкесемпе 33 воспитатель ĕçлет. Районта 3-7 çулсенчисене ача садне вырнаçтарас ыйту тахçанах татăлнă.

Яланхиллех пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе вĕренỹ пахалăхне ỹстересси, шкулсенче хальхи йышши технологие ĕçе кĕртесси, çивĕч ăслă ачасемпе ĕçлессинче çĕнĕ мелсене аталантарасси тĕп тĕллевсем шутланаççĕ. Педагогăн тĕп ĕçĕн кăтартăвĕ пирваях ачасен пĕлĕвĕн пахалăхĕ мĕнле шайра пулнинчен килет. Ăна палăртаканнни — шкул ачисен патшалăх пĕтĕмлетỹ аттестацийĕ. 2022 çулта вунпĕр класс пĕтернĕ 95 ачаран 92-шĕ вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ. 3-шĕ вырăс чĕлхин экзаменне сентябрьте тытĕç. 11 яшпа хĕр «Вĕренỹри паллă ỹсĕмсемшĕн» медале тивĕçнĕ.

9 класс пĕтернĕ 165 ачаран 151-шĕ тĕп шкул курсне пĕтерни çинчен аттестат, 1 ача свидетельство илнĕ, 13-шĕ экзаменсене тытайман. Патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕн кăтартăвĕсем шкул ертỹçисен, педагогика пĕрлешĕвĕсен, предмет ертỹçисен вĕренỹ пахалăхне ỹстерессинче тивĕçлĕ йышăнусем тума хистемеллех.

Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн стандарчĕ пултаруллă, çивĕч ăслă ачасене тупса палăртассине, вĕсене хавхалантарассине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтать. Çавăнпа та ачасен пултарулăхне кĕçĕн классенчех асăрхаса ăна аталантарма пулăшни питĕ вырăнлă ку чухне. Районти пултаруллă ачасем çĕршыв, регион, район шайĕнчи конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче çулсерен активлăхпа палăраççĕ. Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадисене те çулран-çул йышлăн хутшăнаççĕ. Район ку енĕпе регион шайĕнче те малтисен йышĕнче. 2022 çулта Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче 26 вĕренекен тупăшнă, вĕсенчен 9-шĕ çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕнĕ. Елчĕкри Никита Долгов вара технологи предмечĕпе олимпиадăн юлашки тапхăрне хутшăнма пултарнă.

4 вĕренекен наци чĕлхисемпе тата тăван ен культурипе иртнĕ регионти олимпиадăра призер пулса тăнă. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем республикăри ăс-тăн вăййисене активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем 3 призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Аслă Таяпари Светлана Окружнова Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн çурма финалне, Елчĕк шкулне пĕтернĕ Ксения Королева çав конкурсрах призер пулса финала тухнă, Дарина Чернова «Пысăк тăхтавăн» «XXI ĕмĕрти лидер» конкурсра çурма финала тухса сентябрьте Хусанта хăйĕн пултарулăхне кăтартĕ. Хальхи вăхăтра 20 шкул ачи Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать.

Федерацин çĕнĕ стандарчĕсем вăя кĕрсех пынăран вĕрентỹ ĕçне пахалăхлă тума хистесех тăрать. Çавна май пурнăç вĕрентекенсене куллен улшăнса пыракан условисенче йывăрлăхсене пăхăнман, вăхăта кура тивĕçлĕ çул-йĕр палăртса умри задачăсене çийĕнчех татса пама пултаракан чăн-чăн профессионал пулма ыйтать. Вĕсенчен тỹрремĕнех килет-çке вĕренỹ учрежденийĕн ăсталăх шайĕ.

Районта 357 педагог вăй хурать. 59 учитель аслă квалификаци категориллĕ, пĕрремĕшлисем — 128. Педагогсем хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ вĕренỹ курсĕсенче ỹстереççĕ. Çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕнĕ май иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 1 тата 5 классен учителĕсем пĕлĕвне ỹстернĕ.

Шкулсенче çĕнĕ штатсем уçăлнăран педагогсен тĕрлĕ программăсене алла илме тивнĕ. Калăпăр, халĕ районта 14 социаллă педагог, 12 педагог-психолог, 8 учитель-логопед, 6 учитель-дефектолог, 7 тьютор тăрăшать.

Квалификацине ỹстернисĕр пуçне педагог хăйĕн ăсталăхне професси конкурсĕсене хутшăнса та кăтартма пултарать. Ку енĕпе районта «Çулталăк воспитателĕ», «Чи класлă класснăй», «Çулталăкри вĕрентекен» конкурссем иртеççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче çак тупăшусенче «Шевле» ача сачĕн воспитателĕ Наталия Архилина, Елчĕк шкулĕнчи класс ертỹçи Ольга Ашмарина, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулти биологипе хими учителĕ Ираида Павлова, Елчĕкри Светлана Маркова соцпедагог, Марина Кудрявцева «Педагогика дебючĕ» конкурссенче çĕнтерсе район чысне республикăра хỹтĕленĕ.

Курнавăшри учительсен икĕ команди Пĕтĕм Раççейри «Вĕрентỹ флагманĕ. Шкул» конкурсне хутшăннă. Пĕр команди çурма финала тухма пултарнă. Районти управлени команди вара «Вĕренỹ флагманĕ. Муниципалитет» конкурсра çурма финала тухса Мускавра хăйсен маçтăрлăхне кăтартса пĕлĕвне ỹстернĕ.

Педагогсен хевти пур-ха, çапах та мĕн патне ăнтăлмалли те нумай. Хальхи вăхăтра шкулсенче кадрсем çителĕклĕ, анчах çамрăк специалистсене хамăр пата илсе килесси çивĕч ыйту шайĕнче.

Вĕрентĕве çỹллĕ шая çĕклесси аслă классенчепрофильлĕ майпа вĕрентесси пулса тăрать. Çавна май республикăра пĕрлехи вĕренỹ хутлăхĕ «Шкул-ТехникумỸАслă вĕренỹ заведенийĕ-Предприяти» туса хума йышăннă.

Кăçал вăтам шкулсем «УПК-21» проекта хутшăнаççĕ. Республикăри техникумсемпе, аслă вĕренỹ заведенийĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшỹсем çырнă. Çамрăксене шкултах пĕрремĕш специальность илмелли майсем те пур. Акă, Курнавăшра парта хушшинчех ял хуçалăх специалисчĕсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Шкул пĕтерекенсем аттестатпа пĕрле «В», «С», «Е», «F» категориллĕ тракторист тата «В», «С» категориллĕ автомобиль водителĕ пулса тухаççĕ. Кăçал виçшер шкулта психологипе педагогика, медицина класĕсем, икĕ шкулта агрокласс уçма палăртнă. Пĕр шкул инженери класĕ уçса «авиастроени» çул-йĕрне суйласа илме кăмăл тунă.

Вĕренỹ тытăмĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисене, инвалид ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ илме условисем туса парасси те тĕп вырăнта. Вĕсене икĕ хутчен тỹлевсĕр апатлантараççĕ, килте вĕренекенсене икĕ хутчен апатланнин тỹлевне параççĕ. Ку енĕпе иртнĕ вĕренỹ çулĕнче муниципалитет бюджетĕнчен 394,2 пин тенкĕ уйăрнă. Районта ачасен ỹт-пỹ, психика аталанăвĕнче кăлтăксене тупса палăртас енĕпе психологипе педагогика консилиумĕ йĕркеленĕ. Вăл хут çинче кăна ан пултăр, хăйĕн паха ĕçне туллин кăтартмалла.

Вĕренĕвĕн калăпăшĕ тĕрлĕ енлĕ пулнăран класс тулашĕнчи ĕçсемпе хушма пĕлỹ парасси пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вĕсем ачасен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне тупса палăртма пулăшаççĕ. Районта ку енĕпе 183 пĕрлешỹ йĕркеленĕ. 1800 воспитанник вăхăта хăйне килĕшекен çĕрте ирттерме пултарать.

Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси — патшалăхăн тĕп задачисен йышĕнче. Çавна май уроксем хыççăнхи мероприятисен спекторĕ çав тери пысăк. Кăçалтан мĕнпур шкулсенче воспитани программисем пурнăçа кĕрсе пыма пуçлаççĕ.

Ачасенче истори тата ăс-тăн астăвăмне упраса хăварас тĕллевпе шкулсенчи музейсемпе патриот клубĕсем курăмлă вырăн йышăнаççĕ. Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех историпе тăван тавралăх е этнографи музейĕ, е Çар мухтавĕн пỹлĕмĕпе залĕ пур. 2017 çултанпа районта Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «ЮНАРМИЯ» çарпа патриот юхăмĕн уйрăмĕ ĕçлет. Çамрăк армеецсем районти патриот акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ.

Район юлашки виçĕ çулта ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçлас енĕпе республикăри смотр-конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса пырать. А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çитĕнĕвĕсем те курăмлă.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче хальхи йышши стадион уçăлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 39 миллионпа тунă стадионта вĕренекенсем çулталăк тăршшĕпех сывлăха тĕрлĕ енчен çирĕплетме май пурри мĕне тăрать.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code