Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕлỹ кунĕ — чи лайăх, чи çутă, чи ырă уяв

Пĕлỹ кунĕ — чи лайăх, чи çутă, чи ырă уяв

Ĕнер районти 10 шкулта 1498 вĕренекеншĕн, çав шутран пĕрремĕшсем — 118, пĕрремĕш шăнкăрав янăранă.

Елчĕкри вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, шкул директорĕ Лариса Васильева, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Надежда Урковăпа Вячеслав Михайлов саламласа çĕнĕ çитĕнỹсем суннă.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче кунта 703 ача пĕлỹ пухĕ. Вăл шутран пĕрремĕшсем — 73-ĕн. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре чылай опыт пухнă Вера Молоствова, Алена Данилова, Галина Григорьева вĕрентекенсем пуçласа парта хушшине ларакансене ăшшăн кĕтсе илнĕ.

Пĕрремĕш шăнкăрава шкула пуçламăш утăм тунă Майя Григорьевăпа тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсен призерĕ Виталий Кузьмин панă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, хăнасемпе вунпĕрмĕшсем шкул умне туя йывăçĕсем лартнă.

Сăн ỹкерчĕкре: пĕрремĕш шăнкăрав янăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code