Сусăр çынсен пурнăçĕ çăмăл пулманнине пурте пĕлетпĕр.
Экономикăри тăнăç мар лару-тăрура инвалидсене тивĕçтерекен ĕç вырăнĕ тупса пама çăмăлах мар пулин те патшалăх вĕсене пулăшассине малти вырăна хурать. Çакна шута илсе халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр сусăр çынсене вăй танçи ĕç вырăнĕ тупса парассипе профориентаци ĕçĕсене, ваканси ярмăрккисене йĕркелесе ирттерет. Вырăнти профконсультантпа психолог инвалид çынсен шухăш-кăмăлне, вĕсем ытларах мĕнле ыйтусемпе кăсăкланнине шута илсе, професси суйласа илме пулăшаççĕ.