Надеждăпа Геннадий Захаровсем пурнăç илемĕпе киленсе пурăнма пĕлекен харсăр çемье. Ĕçшĕн хыпса çунакан мăшăр тăтăшах малалла талпăнать, хăйсем хыççăн ырă ят хăварма тăрăшать.
Элпуçĕнче капмар та çỹллĕ, архитектура тĕлĕшĕнчен илемлĕ çуртсем сахал мар. Кил-çурчĕ кăна мар, гаражĕ те икĕ хутлă Захаровсен. Вĕсен алăкĕсене те хăйсемех эрешлесе илемлетнĕ. Пĕчĕк хапха алăкне уçсассăнах пире йытă çури кĕтсе илчĕ. Унăн йăвине те питĕ хитре ăсталанă. Ылтăн алăллă хуçасем пурăнни тỹрех паллă. Шаларах иртнĕ май пĕчĕк пахчара тĕрлĕ ăратлă, пĕринчен тепри илемлĕ тĕклĕ чăхсем, кăвакалсем, цесаркăсем тулли таканасем çинчи сап-сарă тырă пĕрчисене сăхаççĕ. Кунтах ачасем валли илемлĕ кану кĕтесĕ йĕркеленĕ. Ку çемьере картиш выльăх-чĕрлĕхпе, кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ. Çакă çемье телейĕ мар-и?
Пире хирĕç кил хуçи хĕрарăмĕ тухрĕ. Эпир кил картине тимлĕн сăнаса хĕпĕртенине курсан:
— Ачасем те, хам та выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке, ытти чĕрчунсене те юрататпăр, — терĕ вăл.
Чăннипех те кушакĕ те пĕрре кăна мар, йытти те… Хыçаларах иртнĕ май, акă, Партизан сас пачĕ. Ку вара хытă вĕрет палламан çынсене.
Надеждăпа калаçса кайнă май тараватлă хĕрарăм хăйсен хуçалăхне кăтартса çỹрерĕ. Хыçалти витере мĕн кăна çук-ши? Тĕрлĕ ăратри сыснасем, вĕсен çурисем, хир сыснисем, кроликсем, кăрккасем. Кунтах лашасем те.
— Мăшăрпа ывăлсем урхамахсене юратаççĕ. Ăмăртса чупаканнисене усратпăр. Малашне хытă чупакан лашасен ăмăртăвне хутшăнтарасшăн вĕсене. Надеждăпа Удачăсăр пуçне Мобильнăй ятлă ăйăр пур, — пĕлтерчĕ Надежда Зиноновна.
Захаровсен ĕмĕчĕ питĕ пысăк: çитес çул тепĕр çĕнĕ вите хута ярасшăн. Вăкăрсем самăртма пуçласшăн.
— Çыннăн ĕмĕт-тĕллевпе пурăнмалла. Килте ахаль епле ларăн. Пирĕншĕн выльăх-чĕрлĕх çемье тупăшĕ те, — тет хĕрарăм.
Надеждăн мăшăрĕ, Геннадий, стройка ĕçĕсемпе тăрăшаканскер, Мускава çỹрет. Шăпах хальхи вăхăтра вăл унта тăрăшать. Алли ылтăн унăн, çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Çу кунĕсенче харсăр арçын ытларах килти хуçалăхра тăрмашать. Вĕсен 10 гектар ытла çĕр те пур.
Геннадипе Надежда шкулта вĕреннĕ чухнех Тĕмер чиркĕвĕнче паллашнă. Иккĕшне те хĕресна амăшĕпе хĕресна ашшĕ пулма илсе пынă пулнă. Геннадин амăшĕ Çĕнĕ Пăваран пулнăран каярахпа арçын ача кукамăшĕ-кукашшĕ патне хăнана килсе çỹренĕ. Надя вара шăпах Çĕнĕ Пăваран.
— Ачапча чухнех футболла, волейболла пĕрле выляттăмăр, — аса илчĕ Надя. — Эпĕ 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл Совет Çарне кайрĕ. Пĕр-пĕрин патне çырусем çỹрететтĕмĕр…
Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Çак вăхăт тĕлне хĕр алла аттестат илнĕ. Унтан сутуçăна вĕреннĕ.
Салтак тумне хывнă хыççăн нумай та вăхăт иртмен, Генăпа Надя çемье чăмăртанă. 6 çул ватăсемпе пĕрле пурăннă çамрăксем. Унтан уйрăлса тухса çурт лартнă. Йывăр вăхăтсенче мал ĕмĕтлĕ Надьăпа Генăна тăванĕсем май килнĕ таран пулăшу аллине тăснă.
Чи малтанах телейлĕ мăшăр йĕкĕреш ачисене алла илнĕ. Ывăлсем йăрă та çивĕч ỹснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех Дениспа Дима ашшĕ çумĕнче кăштăртатнă. Пĕр сăмахпа каласан, мĕн ачаран ĕç тĕлне пĕлсе ỹснĕ. Кĕçĕнни, Давид та, пиччĕшĕсем çумĕнче ачашланман. Вăл та аслисенчен мĕнпур ĕçе хăнăхса пынă. Паян ашшĕн те, виçĕ ывăлĕн те тума пĕлмен ĕç çук, аллисем ылтăн.
Шкул хыççăнах ывăлсем стройка ĕçне кăмăлланă. Иккĕшĕ те сывлăш десант çарĕнче службăра тăнă. Пысăк тавра курăмлă. Салтак пурнăçĕ каччăсене чăн-чăн арçын пулма пулăшнă. Вĕсем çартан çирĕпленнĕ кăмăлпа таврăннă. Халĕ Мускаври стройкăсенче тăрăшаççĕ. Паллах, ĕçĕ çăмăл мар, çапах тивĕçлĕ шалу тỹлени хавхалантарать. Хăйсем вăй хурса ĕçленипех, çаврăнăçуллă, тĕплĕ пулнăранах вĕсем 2020 çулта ялта капмар çуртсем хăпартнă. Юнашарах. Пурăнма кĕреймен-ха.
— Тăван çĕр-аннемĕр çинчен ниçта та каяс килмест. Юрататпăр хамăр çуралса ỹснĕ яла, — теççĕ йĕкĕрешсем.
Дениспа Дима çемьеллĕ. Иккĕшĕн те хулара хваттерсем пур. Вăхăтлăха Денисăн çемйи унтах-ха. Димăн мăшăрĕпе ачисем тĕп килте. Таня район центрĕнче парикмахерта ĕçлет. Вĕсен Богданпа Игнат çитĕнет.
— Кинпе пĕр сăмахран пурăнатпăр, — тет Надежда Зиноновна кăмăллăн. — Çавăн пекех хамăн атте те пирĕнпе пĕрле пурăнать. Йыш пысăкран пĕрре те кичем мар.
Кĕçĕнни Давид нимĕнле ĕçе те тиркемест. Техникăпа туслă. Кĕрхи-çурхи ĕçсенче килти техникăпа ял халăхне ака-сухара пулăшать. Çавăн пекех вăл ухутана çỹреме юратать. 23 çулхи каччă çирĕп кăмăллă, укçа тытма пĕлет, тума пĕлмен ĕçĕ çук.
— Пирĕн кỹршĕсем пĕринчен тепри лайăх. Тар тăкса ĕçленĕрен пуян пурăнаççĕ. Вĕсен ачисем те харсăр, сиенлĕ йăласемпе туслă мар, — тет Нина Ильина.
30 çул ытла пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан Надеждăпа Геннадий Захаровсем ачисемшĕн, çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Н.Захарова ывăлĕсемпе.