Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 550 ÿкерчĕк ăсталĕç

550 ÿкерчĕк ăсталĕç

Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине кăçал паллă тăватпăр. Çавна май республикăра тĕрлĕ мероприяти, акцисем иртеççĕ.

Акă Чăваш Ен тĕп хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ шкул ачисем валли конкурс пуçарнă. «Юратнă хулана халалласа 550 ÿкерчĕк тăватпăр» ятлă вăл. Унта 550 çамрăк художник хутшăнать. Конкурс Шупашкарти 17-мĕш тата 20-мĕш шкулсенче иртет. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене 4 ушкăнра палăртаççĕ. Чи лайăх ĕçсемпе почта открыткисене илемлетнĕ май усă курĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code