«Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар», — тенĕ ватăсем.
— Çак каларăш ман çинчен каланă пекех туйăнать, — тет çак кунсенче 90-мĕш çулне кĕтсе илекен Мария Диомидова.
1932 çулхи чỹк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çуткỹл ялĕнче Федорпа Александра Павловсен килĕнче тĕнчене килнĕ хĕр ача. 6 пĕр тăван ỹснĕ вĕсем çемьере. Мария иккĕмĕш. Кĕçĕннисене пăхасси ун çине тиеннĕ. Вăрçă çулĕсенче пурнăç тата та йывăр пулнă, ашшĕ фронта кайса пуçне хунă. Хĕрарăмсемпе ачасем, канăç мĕнне пĕлмесĕр, хуçалăхри пĕтĕм ĕçе пурнăçласа пынă. Йывăрлăха пăхмасăрах Мария ялти пуçламăш шкулта 4 класс пĕтерме мехел çитернĕ. Пĕлỹ илес кăмăл пысăк пулнăран кỹршĕ ялти, Курнавăшри шкулта, вĕреннĕ. 7 класс ăнăçлă пĕтерсен, укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе, вербовкăпа Ленинград облаçне тухса кайнă. Алла кăштах нухрат пуçтарсан тантăшĕсемпе пĕрле яла таврăннă. Кĕçĕннисене кĕпе-тумтир илсе парсан каллех укçасăр тăрса юлнă аппăшĕ. Ку çулсенче хуçалăхра вăй хуракансене укçапа тивĕçтермен, тырă панă. Ку, паллах, хресченшĕн пысăк пулăшу пулнă. Çапах та укçасăр май çуккине ăнланса Мария каллех Свердловск облаçне (татах вербовкăпа) хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле тухса каять.
Мĕнле ĕçре кăна пиçĕхме тивмест-ши хĕрсене. Чукун çул çинче, стройкăра, тирпей-йĕрке кĕртнĕ çĕрте. Чăваш пикисем хăйсене ниçта та начар енчен кăтартман. Пур çĕрте те тав сăмахне тивĕçнĕ. Самани йывăр-и, çăмăл-и, çамрăкăн шалта юн вĕресе тăрать, ĕшеннĕ хыççăн выляс-кулас килет. Общежитире пурăнакан хĕрсем патне ĕç хыççăн хамăр республикăран кайнă каччăсем пырса çỹренĕ, чун савнийĕсене шыранă. Мария хăйне Аслă Пăла Тимеш каччи, питĕ хитрескер те йăрăскер, куç илми сăнанине пĕрре мар асăрханă. Сенкер куçлă, сарă çỹçлĕ, пăрчăкан пек вашават хĕр каччăсен чĕрисене пĕр тикĕс таптарма пултарайманах пулĕ çав. Хамăр район çамрăкĕсем хăйсем Турă çырнă мăшăр пулнине часах туйса илеççĕ. Коля Маруçа (çапла чĕннĕ ăна хĕр тусĕсем) хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. 1952 çулта Каменск-Уральск хулинче çĕнĕ çемье чăмăртанать. Диомидовсем пĕр-пĕрне ĕмĕр савса пурăнма сăмах парса ЗАГСра çырăнаççĕ. Виçĕ çул хушши Коля арçынсен, Маруç хĕрсен общежитийĕсенче пурăнсах икĕ ача — Анатолипе Наташăна çуратаççĕ. Кун пек расна пурăнма май çуккине ăнланса çемье пуçлăхĕ мăшăрĕпе ачисене тăван яла илсе килет. Вăл вăхăтра ашшĕ-амăшĕн çуртĕнче (ашшĕ вилнĕ) амăшĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăннă. Вăхăтлăха кунта тепĕр çемье хутшăнни йывăрлăхсем кăларса тăратсан та Маруç пуçне усмасть. Чи кирли — вăл савнă мăшăрĕпе юнашар, ăна упăшки пур енĕпе те ăнланать, пулăшу аллине тăсать. Яла таврăнсанах, Николайпа Мария, нимĕнле ĕçе тиркемесĕр, хуçалăхра вăй хума тытăнаççĕ. Çĕпĕрте пуçтарнă укçа-тенкĕпе кỹршĕ ялтан çурт туянаççĕ.
«Ялта çерçи выçă вилмест», — тенĕ пек тăванĕсем, ял-йыш пулăшнипе, хăйсен тăрăшулăхĕпе Диомидовсем çурт хăпартса лартаççĕ. Çемье юрату ăшшипе тулса, йышланса пырать. Çут тĕнчене пĕрин хыççăн тепри — Валерий, Светлана, Люба, Станислав, Галя, Аля, Таня, Лена килеççĕ.
Ачасене пурăнма тивĕçлĕ условисем тăвас тесе тăрăшуллă Николайпа Мария кирпĕчрен пысăк çурт хăпартса лартаççĕ. Хуçалăхра пысăк хастарлăхпа, тỹрĕ кăмăлпа вăй хуракансене ертỹçĕсем асăрхамасăр юлма пултараймаççĕ. Николай Федоровича строительсен бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Мария Федоровна 10 тĕпренчĕкĕпе колхоз хирĕнче тăрăшать. Çĕрулми, кишĕр, сухан, севок анисем çинче кăткăсем пекех йăшăлтатаççĕ пĕр тăвансем. Ашшĕпе амăшĕ ывăл-хĕрне хăйсен çумĕнче ĕçе хăнăхтараççĕ, анлă пурнăç çулĕ çине тивĕçлĕ çынсем çитĕнтерес тесе тимлеççĕ. Николайпа Мария «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçлипе илеççĕ. Маруç аппана «Ача амăшĕ героиня» ят парса чыслаççĕ.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…
З.ПОРТНОВА.