Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çула — пысăк перекетпе

Çĕнĕ çула — пысăк перекетпе

Чăваш Енре Çĕнĕ çул мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерме каякан тăкаксене кăçал нумай чакарма палăртнă. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ТАСС корреспондентне пĕлтернĕ.

Олег Николаев ача-пăча елкисем пур çĕрте те пулаççех тесе шантарнă. Анчах уяв перекетлĕ, ытларах чухне спонсорсен укçи-тенкипе ирттерме сĕннĕ.

Паллă ĕнтĕ, «ВЦИОМ — Спутник» агентство кăçалхи октябрь уйăхĕнче телефонпа ыйтса пĕлнĕ тăрăх, Раççей çыннисен 70 проценчĕ ытла кăçал Çĕнĕ çул мероприятийĕсене урамри шăв-шавсăр, салютсăр, килте кăна лăпкăн ирттермелле тесе шутлать. Уяв йĕркелеме палăртса хунă укçа-тенке çар служащийĕсене пулăшма ярсан питех те тĕрĕс пулĕччĕ теççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code