Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыру çырсамăр салтаксем патне

Çыру çырсамăр салтаксем патне

Паян Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Çĕршыв хỹтĕлевçи патне — çыру» акци пуçланчĕ. Вăл февралĕн 23-мĕшĕччен пырать.

Унта шкул ачисем, студентсем, çамрăксен общество ушкăнĕсен представителĕсем хутшăнма пултараççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, кăмăл тăвакансем пурте ятарлă çар операцине хутшăнакан, госпитальсенче сипленекен салтаксене Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлама пултарать.

Чĕререн тухакан ырă сăмахсем салтаксен чун-чĕрине ăшăтаççех. Эпир вĕсене шанни, вĕсемпе мăнаçланни кулленхи пурнăçра вăй-хăват хушать, пулăшса пырать. Çавăнпа та çыру вĕсемшĕн чун апачĕ шутланать. Сăмах май, асăннă акци пĕрремĕш çул иртмест. Ăна иртнĕ çул та йĕркеленĕ. Чăваш Ен çамрăкĕсем унта хастар хутшăннă. Ачасен çырăвĕсене, ỹкерчĕкĕсене, открыткисене салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе пĕрле илсе çитерчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code