Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрлăх та сутаççĕ

Вăрлăх та сутаççĕ

Регионсем хушшинчи «Çĕр улми — 2023» курава кăçалхипе 15-мĕш хут йĕркелеççĕ. Вăл мартăн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «Каскад» суту-илỹ центрĕнче иртет.

Çĕр улми куравне 25 регионтан, унсăр пуçне, Беларуç тата Казахстан çĕршывĕсенчен хутшăнаççĕ, 85 экспонат тăратаççĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх техникин тата оборудованийĕн экспозицийĕсене йĕркелеççĕ.

Куравра ĕçлĕ тĕл пулусем те ирттереççĕ: ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, «çавра сĕтелсем», апат-çимĕç дегустацийĕ. Унтах çĕр улми сорчĕсемпе паллашма, вĕсене туянма пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code