Республикăра паян тăлăх тата ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасен йышĕ 2,4 пин ытла çынпа танлашать. Юлашки пилĕк çулта вĕсен шучĕ 19 процент чакнă, çĕнĕрен тупса палăртаканнисен йышĕ те пĕчĕкленсе пырать. Пĕлтĕр шута илнисем — 302 ача, çав шутра 193-шĕ ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен хỹттисĕр юлнă.