Патреккел шкулĕнче ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи шкулсен республика шайĕнчи форумĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — шкул ачисене професси суйлама пулăшасси тата ку енĕпе пухнă опыта сарасси.
2017 çултанпа иртерекен форумра çавăн пекех яллă территорисене аталанма пулăшакан проектсене сỹтсе явассине те ĕçе кĕртнĕ. Форума Федерацин «Росцентр» патшалăх бюджет культура учрежденийĕн граждансене патриотла воспитани парас тытăмри проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртессипе тимлекен пайăн ертсе пыракан эксперчĕ Марина Чернова йĕркелесе пычĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх аграри университечĕн, Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн, округри предприятисемпе организацисен представителĕсем, педагогсем хутшăнчĕç. Марина Чернова чи малтанах пуçтарăннисемпе «Çамрăксене Елчĕк муниципалитет округĕнче юлма май паракан 10 сăлтав» ятпа дискусси йĕркелерĕ.
Форумра 4 секци ĕçлерĕ: «Педагогика», «Предпринимательство», «Медицина», «Ял хуçалăхĕ». Вĕсене хутшăннă май вĕренекенсем хăш-пĕр професси пирки тĕплĕн пĕлсе хăйсене тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслерĕç.
Шкул хыççăн хăш вĕренỹ учрежденине вĕренме кĕмелле? Мĕнле професси суйламалла? Çак ыйту çамрăксене анчах мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те канăç памасть. Юлашки вăхăтра предприятисемпе организацисенче (пĕтĕм çĕршывĕпех) инженери отраслĕ малти вырăна тухса тăрать. Ĕçпе тивĕçтерекенсем наукăпа техника сферисенче, гуманитари облаçĕнче специалистсем çитменнине хыпарлаççĕ. Техника направлениллĕ профессисем илекенсемшĕн уйрăмах çул уçă — вĕсем ĕçе те ăнăçлă вырнаçаççĕ, тивĕçлĕ ĕç укçи илеççĕ. Медицинăпа тата фармацевтикăпа çыхăннă специальноçсем те çитмеççĕ округсенче.
— Пулас професси тĕрĕс суйлама пулăшас, ăна илнĕ хыççăн ĕç вырăнĕ тупас енĕпе тĕл пулакан чăрмавсене сирес тĕллевпех йĕркелеççĕ çакăн евĕр мероприятисене. Вĕренекенсене тĕрлĕ секцине хутшăнма май туса пани ĕçлев тĕнчипе паллашма пулăшнипе пĕрлех пулас социаллă пурнăçри сăнарсене лайăхрах ăнкарма та çул уçать, — пĕлтерет хăй шухăшне Марина Чернова.
Форумра шкул ачисем хăйсемшĕн нумай çĕннине пĕлчĕç, çĕнĕ туссем тупрĕç. Çавăн пекех «Кавир тĕрри», «Пуканесен театрĕ» мастер-классене хутшăнчĕç, вăрçă паттăрĕсене сăнлакан кĕтеспе паллашрĕç. Физика предметне вĕрентекен Николай Карамаликов вара килнĕ хăнасене тĕрлĕ опыт кăтартса тĕлĕнтерчĕ.
Е.КРЫЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: педагогсем дискусси йĕркелерĕç.