Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кукуруза акаççĕ

Кукуруза акаççĕ

«Победа» ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене (пурĕ 530 гектар) агротехника ыйтнă вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварнă. Ун хыççăнах кукуруза акма та тухнă.

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене, уйрăмах сĕт туса илессине малти вырăна хуракан ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх апачĕ валли уйăракан культурăсене туса илесси çине нумай çултанпах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

— Çакна тĕп ĕç вырăннех хуратпăр. Утă, сенаж валли усă куракан пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксене çитĕнтернипе пĕр вăхăтрах кукуруза валли те çителĕклĕ чухлĕ лаптăк уйăратпăр, — тет директор çумĕ Александр Головин.

Кукурузăран паха силос пулать. «Победа» ОООра ăна туса илессин тата пирĕн условисенче хăш сорт тухăçлăрах çитĕннин вăрттăнлăхĕсене те çирĕп алла илнĕ. Чи лайăх вăрлăхпа усă курса акакан «уй-хир пики» кăçал 150 гектар йышăнмалла. Яваплă ĕçе пурнăçлама ăста механизатора — Николай Герасимова шаннă. Александр Федоровпа Алексей Кириллова унăн пулăшаканĕ пулма çирĕплетнĕ. Шанчăклă çынсем пурнăçлакан ĕç кал-кал пырать…

Сăн ỹкерчĕкре: Николай Герасимов, Александр Федоров тата Алексей Кириллов ĕçпе хавхаланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code