Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине паллă тунă уяв

Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине паллă тунă уяв

9-мĕш май кунĕ ир-ирех Елчĕк ялĕ çийĕн патриотла кĕвĕ-юрă шăранчĕ. Халăх ялавсемпе, шарсемпе, чечексемпе, плакатсемпе тата лозунгсемпе Елчĕк урамĕпе утрĕ. Сулхăнрах пулсан та уяр çанталăк тăчĕ. Çак чаплă уявшăн çут çанталăк та савăнать, вăрçă паттăрĕсен умĕнче пуç таять тейĕнех. Предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисен портречĕсемпе Тĕп лапама пуçтарăнчĕç.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг 10 сехетре уçăлчĕ. Уява пуçтарăннисене чи малтанах Елчĕк округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ.

— Аслă Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен. Çĕршыври пĕтĕм халăх — ватти-вĕтти — кар тăнăран анчах эпир хăрушă тăшмана çĕнтерме пултарнă. Паян эпир вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, терт-нуша тỹснĕ мĕн пур паттăр умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Юлашки çулсенче нацизм каллех пуç çĕклеме пуçлани хумхантарать. Раççей салтакĕн каллех фашизма хирĕç çапăçма тивет — хальхинче Украина территорийĕнче. Аттемĕрсен, асаттемĕрсен тата мăн асаттемĕрсен паттăрлăхне асра тытса халăха тăшманран пирĕн район çамрăкĕсем те паттăррăн хỹтĕлеççĕ.

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк окруĕгсен çар комиссарĕ Сергей Данилов хутшăнчĕç.
Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç.
Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене сума суса районти предприятисемпе организацисен представителĕсем, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем палăксемпе обелисксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Округ центрĕнчи ача сачĕсен воспитанникĕсем çак парада хутшăнни уяв илемĕ пулчĕ. Çакă ачасене мĕн пĕчĕкрен çĕршыва юратса çитĕнтерме, мирлĕ тÿпе парнеленĕ паттăрсене асра тытма пулăшнине палăртрĕç уява хутшăннисем.

Тĕп лапампа çамрăк армеецсен ушкăнĕсем мăнаçлăн иртни йăлана кĕнĕ чи хаваслă самант. Вĕсене сăнанă май куç умне вăрçă хирĕ те, мирлĕ вăхăт та, паянхи кун çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн кĕрешекенсем те туха-туха тăраççĕ.

Ретро автомобильсен колонни иртни те чунсенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Тупăсене, «Катюшăна», миномета, çар кухнине, ДТ-54 трактора /Елчĕкри сельхозтехника предприяти умĕнче 30 çула ытла яхăн палăк вырăнĕнче тăнăскере Н.Енедеров /Тăрăм/ тăрăшнипе çĕнĕрен «строя» тăратнă/ халăх интересленсех сăнарĕ.

Уява культура ĕçченĕсем, вĕренекенсем юрă-ташăпа, театрализациленĕ кăтартупа капăрлатрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code