Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслеççĕ

Калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслеççĕ

Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Ака вĕçленнĕ пулин те уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ỹсен-тăрана çум курăкран, сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен хỹтĕлесе им-çам сапас ĕç хĕрсе пырать. Механизаторсем çурçĕр иртсен 2 сехетрех çак ĕçе пикенеççĕ те, ирхине 7 сехетрен вара им-çама вăхăтлăха сапма чарăнаççĕ. Мĕншĕн тесен шăрăх çанталăкра çак ĕçе пурнăçланин усси сахал. Çилсĕр çанталăкра каç кỹлĕм, 5-рен пуçласа тепĕр хут хире тухаççĕ, çĕрле 10 сехетчен ĕçлеççĕ.

Унсăр пуçне, тыр-пул та шăтнă, апла пулсан, çак ĕçе хаклама вăхăт. Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков ертсе пынипе ятарлă комисси членĕсем ĕнер шăпах калчасем мĕнле шăтнине тĕрĕслеме тухнă. Пĕрремĕш кунхине вĕсем Лаш Таяпа тата Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсене çитсе курнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code