Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăха куллен упрамалла

Сывлăха куллен упрамалла

Кашни çулах хĕлле çынсем тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕпе тата гриппа чирлеççĕ. Епле сыхланмалла вĕсенчен? Чирлес мар тесен мĕн тумалла? Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр та республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Егоровăна.

— Елена Михайловна, паян республикăра гриппа чирлекенсем йышлă-и?

— Çулсеренех çанталăк сивĕтсе пынă май тĕрлĕ вируслă чирсемпе чирлекенсен шучĕ ỹссе пырать. Хальхи вăхăтра республикăра 6121 çынна тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕпе чирленине палăртнă. Чирлекенсенчен 72 проценчĕ — 17 çула çитмен ачасем. Чирлекенсен шучĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 1,5 хут сахалтарах. Чирлекенсен 95 проценчĕ парагрипп, аденовирус чирĕсемпе, 5 проценчĕ гриппа аптăранине палăртнă.

— Кăçал гриппа сахалтарах чирленине мĕнле ăнлантаратăр?

— Республикăра гриппа сахалтарах чирлени иртнĕ çулхи кĕркунне прививка тунипе çыхăннă. Пĕлтĕр кăçалхи эпидеми тапхăрне хатĕрленсе пĕтĕмпе 534 пин çынна, вĕсенчен 165 пин ачана, прививка тунă. Çапла майпа республикăри халăхăн 43,2 процентне грипран хỹтĕленĕ.

— Хăшĕ-пĕри прививка тутарасшăн мар, усси çук теççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

— Маларах асăннă цифрăсем прививкăн усси пуррипе çуккине лайăх кăтартаççĕ. Прививка тутарнисем нумайăшĕ гриппа чирлемеççĕ е чирлесен те чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Прививкăна эпидеми пуçланиччен пĕр-икĕ уйăх маларах тумалла. Çак вăхăт организма грипп вирусне хирĕç хỹтлĕх витĕмне (иммунитет) ĕçлесе яма кирлĕ. Чир алхаснă вăхăтра ăна тунин усси çук.

— Мĕнле майпа ереççĕ-ха грипп тата респираторлă вирус чирĕсем?

— Вĕсем ытларах чирлĕ çынтан тата чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Çын ỹсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне вируслă сурчăк 10 метр таранах сарăлма пултарать. Çавăнпа та чирлĕ çыннăн çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Организма вирус лексен унăн паллисем 12-48 сехетрен палăраççĕ. Вируссем таса мар алăсем урлă та ерме пултараççĕ.

— Елена Михайловна, енчен те чир çакланчех пулсан?

— Температура пысăк пулсан, вăй пĕтсен, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле. Уйрăмах хурлăхан, хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ чей питĕ усăллă. Тухтăр çырса панă эмелсене вăхăтра ĕçмелле. Анчах нумайăшĕ чиртен сипленме васкамасть, хăех иртет тесе ĕçе те çỹрет. Ку чухне хăй чирлени çитмест, ытти сывă çынсене те чирлеттерет.

Теприсем тата чирлесен хăйсем тĕллĕн сипленме пăхаççĕ. Халĕ интернетра кирек мĕнле чире те мĕнле майпа тата мĕнпе сипленмеллине вуласа пĕлме пулать. Ялан асра тытăр, кашни çын организмĕ хăйне евĕр. Пурне те пĕр пек эмелпе сиплеме çук. Çавăн пекех интернетра яланах тĕрĕс информаци вырнаçтарманнине те шута илĕр.

— Елена Михайловна, мĕнлерех сĕнỹсем паратăр хаçат вулаканĕсене?

— Хăш-пĕр çынсем ỹсĕрме пуçласан, температура хăпарса кайсан тỹрех антибиотиксем ĕçме пуçлаççĕ. Респираторлă вирус чирĕсемпе аптăрасан антибиотик ĕçнин уссийĕ çук. Антибиотиксем микробсене хирĕç кĕрешекен эмелсен шутне кĕреççĕ. Вĕсем сиенлисене кăна мар, организма хỹтĕлекен усăллă микробсене те пĕтерме пултараççĕ. Тата çакна каласа хăварас килет: температурăна 38 градусран иртсен кăна эмелпе чакармалла. Пысăк температура вируссемпе кĕрешекен организмăн хỹтлĕх реакцийĕ шутланать.

Сывлăх çинчен чирлесен кăна аса илмелле мар. Ăна упрас, çирĕплетес тесен кунсерен тăрăшмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code