Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ача амăшĕ-героиня

Ача амăшĕ-героиня

Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ Мария Кривова амăшĕ-героиня Анатри Тимеш ялĕнче пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 9 çулта çеç пулнă вăл. Анчах çав нушаллă вăхăт унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Ашшĕ — Михаил Андреевич Рахмин — Анна мăшăрĕпе сакăр ачана кун çути парнеленĕ, анчах та Мария амăшĕнчен виçĕ çулта чухнех тăлăха юлнă.

— Ачалăхăм çăмăл иртмерĕ, анне тесе чĕнме тỹр килмерĕ, унăн ăшшине те туйса кураймарăм, — аса илет 91 çула çывхаракан хĕрарăм.

Рахминсен сакăр ачи те тĕрес-тĕкелех çитĕнсе çитеççĕ.

Хаяр вăрçă пуçлансанах аслă тетĕшне вăрçа илсе каяççĕ. 1943 çулта вăл хыпарсăр çухалнă тесе ĕнентерекен хут килет. Тепĕр тетĕшĕ каллех вăрçăра, Днепр шывĕ урлă каçнă чухне вилнĕ.

Вĕсене ашшĕн йăмăкĕ Анна аппа пăхса ỹстернĕ. Пĕчĕклех ĕçе кỹленнĕ, çум çумланă. Ашшĕ «Победа» колхозра конюхра ĕçленĕ.

— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен лашасене юрататтăм та, аттене пулăшса çỹреттĕм, — ачалăхне малалла аса илет Мария аппа. — Лашасен те характерĕ пур, вĕсен кăмăлне те пĕлсе çитнĕччĕ. Эпĕ мĕн тăвасшăн пулнине вĕсем те чухлатчĕç. Атте те чĕлхесĕр янаварсем çинчен каласа пама юрататчĕ. Чаплă лашасенех вăрçа илсе кайнă. Пĕр кунхине Çĕнĕ Пăвара кăнтăр кунĕнче 28 лашана аçа-çиçĕм çапса вĕлерчĕ.

Çитĕнсе çитсен Мария хăй пек хĕр-тантăшĕсемпе Шăмăршă тăрăхĕнчи вăрмана шкул, клуб валли вăрман касма та кайнă. Шыв çинче юхтарнă, темиçе кубла метр чĕрĕ вутă сыпăланă.

— Çын патĕнче пурăнаттăмăр, «Хĕрĕмсем, апат пĕçерме тăмалла», — тесе вăрататчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Пĕринче йывăç йăвантарнă май Кавал хĕрне çапса ỹкернĕ, вилмеллех амантнă. Çавăн хыççăн пире вăхăтлăха вăрман каснă çĕртен хăтарчĕç, — паянхи кун пекех астăвать иртнине ватă хĕрарăм.

Пăва хĕрне Анатри Тимеш каччи Иван Кривов асăрханă. 1955 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман харсăр хĕрарăм. Тỹскелпе Тимеш хушшинчи чуллăхран чăх ферми тума чул кăларнă. Чулĕ ванать тесе никĕсне кĕркуннех ярса хăварнă.

Хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман ỹркенменскер. Ĕççи вăхăтĕнче утă-улăма хушăка хывнă. Хушăкĕсене питĕ çỹллĕ купаланă ун чухне. Алă вĕççĕн тем вăрăмăш тата çỹллĕ хушăк купаланă: улăма чикмек çине тăрса парса тăнă. Аялтан сенĕкпе тăваттăн тăнă, çỹлте тата тăватă çын таптамалла пулнă.

Ачисене те юнашар тăратса колхоз уйĕнче пиçĕхтернĕ. Питĕ туслă пурăннă çемье. Мăшăрĕ арăмне кил-хуçалăхра кăна мар, ачасене воспитани парассинче те нумай пулăшнă, анчах та кил хуçин ĕмĕрĕ питĕ кĕске пулнă.

Мария Михайловнăпа Иван Анисимович 9 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ вĕсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă. «Икĕ ача çуратиччен çын патĕнче те пурăнтăмăр, тăм пỹртре те пурăнмалла пулчĕ», — тет Мария Михайловна.

Ултă ывăл та виçĕ хĕр Кривовсен. Хĕрĕ Галина 8 çулта чухне сарăмсăр вилнĕ. Валерий чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Пысăк уявсенче хăтлă çурчĕ кĕрлесе кăна тăрать. Кривовсен 18 мăнукпа 31 кĕçĕн мăнук! Вĕсен йышĕнче кам кăна çук-ши? Асламăш-кукамăш вĕсене чун-чĕререн юратать, паллă пулăмсенче пĕрле пулма тăрăшать. Вĕсем-çке ват çыннăн куç тулли савăнăçĕ.

Хальхи вăхăтра Мария аппа Славик ывăлĕпе тата Алена кинĕпе килĕштерсе пурăнать.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code