Хĕрарăмсем валли пуçарнă «Анне-предприниматель» вĕренỹ проектне хутшăнакансене регистрацилесси вĕçленнĕ. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркелекен вĕренỹ «Манăн бизнес» центрта çурла уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче иртет.
Унта хутшăнакансем хăйсен ĕçне пуçарас тата аталантарас енĕпе вĕренеççĕ кăна мар, хăйсен бизнес-идейине пурнăçлама 100 пин тенкĕлĕх грант илес шанăç та пур. Декрет отпускĕнчи хĕрарăмсем, çул çитмен ачасен амăшĕсем, ачасене опекăна илнĕ çынсем çак программăпа вĕренме пултараççĕ. Тĕплĕнрех мамапредприниматель.рф сайтра вуласа пĕлме пулать. Вĕренме суйласа илнисемпе йĕркелỹçĕсем çыхăнĕç, вĕренỹ пуçланиччен тренинга чĕнĕç. Программăна хутшăнни чăннипех пысăк çул пуçламăшĕ пулса тăма пултарĕ.