Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ĕç опычĕпе паллашнă

Ĕç опычĕпе паллашнă

Комсомольски тата Елчĕк округĕсенчи «Çĕр улмине — мухтав» агрофирмăра иртнĕ кунсенче Çĕр улми уйĕн кунĕ пулса иртнĕ.

Семинара Раççейрен кăна мар, Беларуç Республикинчен те, Казахстанран та нумай çын хутшăннă. Программа анлă та пуян пулнă. Кунта вĕсем çĕр улми çитĕнтерекен теплица комплексĕпе, çĕр улмине микрохунавран çитĕнтерекен лабораторипе паллашнă, управсене тата тĕрлĕ сортлă çĕр улми çитĕнекен уйсене çитсе курнă.

«АСК» хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Рамиль Идиатуллин мероприятие хутшăнакансене отрасльти çĕнĕлĕхсемпе уççăн паллаштарнă.

Сăмах май каласан, «Çĕр улмине — мухтав» агрофирма федераци проектне хутшăнать. Иртнĕ çул 8 пин ытла микрохунав, 35 пин микро çĕр улми, 66 тонна суперсупер тата 138 тонна яхăн супер элита çĕр улми вăрлăхĕ туса илнĕ. Ку хамăр республикăна анчах мар, ытти регионсене те элита вăрлăхсемпе тивĕçтерме çитет. Проект шайĕнче «Гулливер», «Метеор», «Самба», «Краса Мещеры», «Пламя» Раççей сорчĕсене çитĕнтереççĕ. Хăйсене вĕсем лайăх енчен кăтартнă. Халĕ çĕнĕ çĕр улми гибридне тĕпчеççĕ. Ку сорта А.Г.Лорх ячĕллĕ тĕпчев институчĕпе пĕрле шухăшласа тупнă.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен «иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта тăрать, Раççейре вара — çиччĕмĕш йĕркере.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code