Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шахматистсен турнирĕнче

Шахматистсен турнирĕнче

Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе шкул ачисем хушшинче шахматла выляссипе округ турнирне ирттернĕ.

1-4-мĕш классен командисен йышĕнче Елчĕксем пĕрремĕш, Патреккелсемпе Çĕнĕ Пăвасем призлă вырăнсене йышăннă. 8-11 классен ушкăнĕнче малтисем – Аслă Елчĕк, Елчĕк, Курнавăш шкулĕсем. 5-7 классем чылай кун маларах ăмăртнă. Уйрăм шахматистсенчен сума тивĕçнисем: Прохор Муравьев, Дмитрий Редьков, Вероника Демьянова, Роман Фомкин (Елчĕк), Дмитрипе Валерия Филимоновсем (Аслă Елчĕк). Ăмăртăва Кушкă тата Лаш Таяпа вăтам шкулĕсем командăсем тăратман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code