Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçра кирлĕ пулатех

Пурнăçра кирлĕ пулатех

Унччентерехри тапхăрта рекламăна экономика двигателĕ тетчĕç. Хальхи саманара ăна информаципе технологи вăйĕ пуçĕпех çавăрса илчĕ тесен те йăнăш мар-тăр.

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта информаципе технологи вăрттăнлăхĕсене алла илес тĕллевпе ятарлă IT-класа 2022 çулхи юпа уйăхĕнче уçнă. Ăна йĕркеличчен уйрăм критерисене – шкулăн пурлăхпа техника никĕсне, педагогсем тата вĕренекенсем пĕлтерĕшлĕ конкурссене хутшăннине шута илнĕ. Асăннă класа ертсе пыракан педагогăн ĕç опычĕ тата аслă квалификаци категорийĕ пулмалла. Шкул директорĕ, вăлах информатика предметне вĕрентекен Анфиса Ефимова тивĕçнĕ те çак яваплă ĕçе туртса пыма.

IT-класс хушма урок шучĕпе ĕçлет. 7-9 классенчи 15 вĕренекен юратса çÿреççĕ унта.

– Мĕн май пуррине ăса хывмалла, пурнăçра кирлĕ пулатех, – палăртаççĕ хăйсен малашлăхне информаципе технологи тытăмĕпе çыхăнтарас кăмăллисем

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code