Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăмăртура çĕнтернĕ

Ăмăртура çĕнтернĕ

Район администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2020 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, çапла йышăннă:

1. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе «Авангард» ООО çĕнтернĕ. Вăл куçса çÿрекен ялава тата диплома тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче 994 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 49,2 центнерпа танлашнă.

2. Çĕр улми туса илессипе «АСК-Яльчики» ООО мала тухнă. Кунта çĕр улмине 240 гектар лаптăкра çитĕнтернĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 289,8 центнерпа танлашнă.

3. Ял хуçалăх производствинче тăрăшса ĕçлесе мала тухнăшăн уйрăм çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă:

– «Прогресс» АХОри Валерий Зинонович КУПРИЯНОВ комбайнера. Вăл «AGROS-550» комбайнпа 20030 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ, «2020 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.

– «Сатурн» ЯХПКри Алексей Николаевич АНДРЕЕВ комбайнера. Вăл «Дон-680» комбайнпа 4757 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ.

– «АСК-Яльчики» ОООри Георгий Валерьевич ПАРАМОНОВ комбайнера. Вăл «AVR SPIRT-5200» комбайнпа 40880 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

– «Комбайн» ЯХПКри Алексей Васильевич ВАСИЛЬЕВ водителе. Вăл «ГАЗ-САЗ-35071» автомашинăпа 39851 тонна-çухрăм ял хуçалăх таварĕсене турттарнă.

«Яманчурино» ОООри Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ механизатора. Вăл «Кировец-К739» тракторпа 3310 условлă эталон гектар ĕç пурнăçланă, çав шутран 1460 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code