Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ухутана чунтан парăннăскер

Ухутана чунтан парăннăскер

Лаш Таяпа территори пайĕнчи акар йытăсен питомникĕ пирки илтмен çын сахал. Çак кунсенче эпир унăн ертỹçипе Леонид Князевпа тĕл пултăмăр. Леонид Васильевич пире ăшшăн кĕтсе илчĕ, питомник пирки каласа пачĕ, кунти чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕксене кăтартрĕ. Лашасем те сахал мар питомникре. Пурин пирки те тĕплĕн, сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр пысăк ĕмĕт-тĕллевлĕ, тăтăшах çĕнĕлĕхсем шыраканскер. Ял туризмне аталантарассине те мала хурать вăл. Леонид Васильевич хăйĕн ĕçне çав тери юратни, уншăн чунне пани калаçăвĕнче те туйăнчĕ. Хăйĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ питомнике пĕччен тытса тăма пĕрре те çăмăл мар, паллах, сунарçăна. Çапах та ыр кăмăллă çынсем, ял халăхĕ, волонтерсем пулăшу аллине тăсни хавхалантарать ăна.

— Чи малтанах хăвăрпа паллаштарăр-ха, Леонид Васильевич.

— Эпĕ Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах пурăнатăп. Аслă пĕлỹллĕ биолог, сунарçă. Аттепе анне мана Леня ят панă, эпĕ хам вара хама юратнă чăваш çĕршывĕн ирĕклĕ çынни — «пĕччен кашкăр» тесе чĕнетĕп. Çемьеллĕ пулсан та.

— Çак ятăра миçере чухне илнĕ Эсир?

— Вĕренсе пĕтерсен хамăн профессипе ĕçлеме тытăннă хыççăн хамран хам: «Мĕнле вырăн йышăнатăп эпĕ çакă тĕнчере, кам-ха эпĕ çут çанталăкра?», — тесе ыйтрăм. Вара çак хушма ята суйларăм. Манра патриотлăх туйăмĕ пысăк тесе шутлатăп, хам çуралса ỹснĕ тавралăха, çĕршыва та чун-чĕререн юрататăп.

— Эсир çемье пирки асăнтăр. Тĕплĕнрех чарăнса тăрсамăр…

— Манăн мăшăр Татьяна хамăр ялтах çуралса ỹснĕ. Виçĕ çул Мускавра Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă хыççăн тăван кил туртнипе ялах таврăнтăм, авлантăм. Виçĕ хĕр пирĕн. Пĕрремĕшне, Дианăна, сунар турри ятне патăмăр. Иккĕмĕшне Тайпи (Таяпа хĕрĕ) ятлă хутăмăр. Виççĕмĕшне Илемпи ятлă хурасшăнччĕ, анчах тепĕр çемье те хăйсен хĕрне çапла ят парасшăн пулнине пĕлсен Инесса ят хутăмăр. Икĕ хĕр çемьеленме ĕлкĕрчĕç, халĕ пирĕн виçĕ мăнук.

— Эсир хăвăра ăçта лайăхрах туятăр: çут çанталăкра е çынсен хушшинче?

— Çут çанталăкра чухне эпĕ хама уйрăмах ирĕклĕ туятăп, никам та чăрмантармасть мана, тĕрлĕ ырă шухăш авăрне путатăп кун пек чухне. Çынсен хушшинче те лăпкă мана, пĕр шухăшлисемпе тĕрлĕ интереслĕ темăна сỹтсе явма пулать.

— «Кашкăр йăви» хăна çурчĕ хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать.

— Кунта ытларах сунарçăсем пулаççĕ. Инçетри регионсенчен те килсе çỹреççĕ. Вĕсене канма, ухутана çỹреме мĕн пур услови туса пама тăрăшатăп. Çулла хăнасем çут çанталăк илемĕпе киленсе кỹлĕ хĕрринче шашлăк пĕçерме пултараççĕ. Сунара кайса килнĕ хыççăн çăвăнма чăваш мунчи ялан хапăл. Хĕлле те пĕр вĕçĕмсĕр çын пирĕн патăмăрта.

— Кунта темĕнле тĕрлĕ экспонат та пур, миçе çул пухнă Эсир вĕсене?

— Питомнике уçнăранпа 2 теçетке çул ытла иртрĕ. Пĕрремĕш кунранах пухăнса пыраççĕ ĕнтĕ вĕсем. Ял çыннисем нумай пухса пачĕç кивĕ хатĕрсене.

— Хăна çуртне кĕричченех стена çинче темĕн тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун кỹлеписем. Вĕсем тĕрлĕ тăрăхран пуçтарăннă пулĕ?

— Тĕрлĕ регионтан пуçтарăннă тесен те йăнăш мар. Ытларах хамăр тăрăхрисем. Чылайăшне юлташсем парнеленĕ. Акă, пăши мăйракисенех илер. Вĕсене килте тытма юрамасть, хурлăх илсе килеççĕ тесе шанать нумай сунарçă, çавăнпа та ман патне килсе параççĕ. Иркутск тăрăхĕнчи юлташăм парнелени те пур вĕсен хушшинче.

— Мотоцикл нумаййи Эсир техникăна юратнине çирĕплетет пулĕ?

— Çамрăкран мотоцикла кăмăллатăп. Çакă та интереслĕ. Çамрăк чух Патреккел ялне сутса янă пĕр мотоцикл чылай çултан тĕрлĕ хуçа аллинче пулнă хыççăн хам патнех çаврăнса çитрĕ. Акă вăл (кăмăллăн кулать Леонид Васильевич).

— Паян кунта шкул ачисем чылай. Çак тĕл пулăва вĕсем нумайлăха астуса юлаççĕ ĕнтĕ.

— Çапла пулсан аван пулĕччĕ. Манăн кунта килекен кашни çынна питомникпе тĕплĕн паллаштарас килет.

— Йытăсем йышлă кунта. Вĕсемпе ăмăртусене хутшăнассине те мала хуратăр-и?

— Йытăсемпе Волгоград облаçĕнче Новониколаевск районĕнчи казаксен Мироновский хуторĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи курав-конкурса хутшăнма та тивнĕччĕ пĕр çулĕнче. Унта Белгород, Воронеж, Хусан, Тамбов, Чĕмпĕр, Мускав тата ытти пысăк хуласенчи йытăсен тĕрлĕ ăратне кăтартрĕç. Эпир çак куравра «Вырăс ăрачĕллĕ мăшăр акар йытă» номинацире чи лайăххисем пултăмăр. Ытти тĕрлĕ конкурсра та пĕрре мар мала тухнă.

— Калаçушăн тав Сире, Леонид Васильевич. Чун юратнă, вăй-хал хушакан ĕçре малашне те ăнăçусем сунатпăр.

Ирина ПЕТРОВА,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code