Округра нумай ачаллă çемьесене пулăшасси тимлĕхре.
Çак кунсенче округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата виçĕ çемьене сертификат панă. Унпа, çулталăк вĕçлениччен, çемьесем пĕр е темиçе пỹлĕм илме пултараççĕ, çапах та вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çирĕплетнĕ учет норминчен пĕчĕк пулмалла мар. Çавăн пекех пая кĕрсе пурăнмалли вырăн туянма е подрядчикпа килĕшỹ туса çурт-йĕр çавăрма юрать.