Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлава хутшăнар

Сасăлава хутшăнар

«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелетпĕр» федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен хăтлăх кĕртессипе çыхăннă объекта палăртассипе Пĕтĕм Раççейри сасăлав иртет.

Асăннă проект çĕршывра РФ Президенчĕн хушăвĕпе 2017 çулта пурнăçа кĕме пуçланă. Унăн тĕп тĕллевĕ — ял-хула сăн-сăпатне улăштарасси, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, паянхи пурнăç ыйтнă пек обществăлла хутлăхсем йĕркелесси.

Обществăлла пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме пулăшас тĕллевпе волонтерсем тимлĕç. Сасăлава Раççейри 14 çултан аслăрах гражданин za.gorodsreda.ru платформа çинче тата «Госуслуги» сайта кĕрсе вăл е ку объектшăн сасăлама пултарать.

Округри 3 объектшăн сасăлама пултаратăр эсир: Елчĕкри «Ырсамай» кану паркне хăтлăлатасси, Аслă Елчĕкри сквера тирпей-илем кĕртесси, Советская урамĕнче аллея йĕркелесси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code